Вторник, 27 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Физкультура и спорт (Страница 39)

Спорт хыпарĕсем

Юрий Карпов турнирĕ Кашни çын хăйĕн ĕçĕнче чăн-чăн фанат пулсан кăна ÿсĕмсен çулĕ уçăлса, çирĕпленсе пырать. Обществăлла ĕçре те çаплах. 30 çула яхăн Чăваш Енри кире пуканĕ спорчĕн федерацине ертсе пыракан Юрий Карпов пирки çак сăмах. Хăй вăхăтĕнче ветерансем хушшинче Европа, тĕнче шайĕнче çĕнтернĕ СССР спорт мастерĕ регионта кире пуканĕ спортне аталантарас

Подробнее

Спорт хыпарĕсем

Ватăлмасть Илья Тула хулинче йывăр атлетика енĕпе аслă ÿсĕмри ушкăнра – 50-54 çулсенчи спортсменсем хушшинче 25-мĕш Раççей Кубокĕ иртнĕ. Унта Елчĕк арĕ, 51 çулхи Илья Ишмуратов хăйĕн виçе категорийĕнче чемпион пулса тăнă. Николай Молоствов, Анатолий Убасев тренерсем патĕнче пуçламăш утăмсене тунă атлет маларах та çĕршыв шайĕнче çĕнтерÿçĕ ята темиçе хутчен те çĕнсе

Подробнее

Полинăн виçĕ медаль

Чечняри Грозный хулинче йывăр атлетика енĕпе юниорсен хушшинче Раççей чемпионачĕ иртнĕ. Унта Чăваш Ен штангисчĕсем те вăй виçнĕ. Ăмăртура РФ спорт мастерĕ Полина Андреева уйрăмах лайăх çитĕнÿсем тунă. Республикăри Олимп резервĕсен 3-мĕш спорт шкулĕнче ăсталăха туптакан хĕр 90 килограмлă штангăна тĕртнĕ, иккĕмĕш хăнăхтарура 71 килограмм йăтнă, икĕ енлĕ кĕрешÿ пĕтĕмлетĕвĕпе те

Подробнее

Шăпăрлансем спортпа туслă

Çитĕнекен ăру – пирĕн пуласлăх. Ачасене сывă пурнăç йĕркине кĕçĕн çулсенченех хăнăхтармалла. Сиенлĕ йăласенчен сыхланма та вĕрентмелле. Ку енĕпе тимлесе ача садĕнче сывлăх урокĕсем йĕркелетпĕр. Сывлăха сыхлас тата упрас воспитани шкулчченхи çулсенче уйрăмах пысăк вырăн йышăнать. Çак вăхăтра ача питĕ хăвăрт тата пур енĕпе те аталанса ÿсет. Çавăнпа та шăпăрлансене мĕн

Подробнее

Çĕнĕ стадион – пысăк парне

Çак кунсенче Елчĕк шкулĕ çумĕнче хута кайнă стадион-площадка район центрĕнчи ачасемшĕн анчах мар, ытти ялсенче пурăнакансемшĕн те пысăк парне пулчĕ. Унта футбол уйĕнче пÿске чуптарма та, хоккейла выляма та, тренажерсемпе ÿт-пĕве тĕреклетме те, ăмăртусем ирттерме те питĕ меллĕ. 2020 çулта тума пуçланă стадион-площадка теми маларах питĕ çивĕччисен шутĕнчеччĕ. Малтан строительство

Подробнее

Спорт хыпарĕсем

Экстримра палăрнă Шупашкарти кооператив институтĕнче вăй экстримĕн спорчĕ енĕпе ялти çамрăксем хушшинче Пĕтĕм Раççейри турнирăн 1-мĕш тапхăрĕ иртнĕ. Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командин йышĕнче ăмăртса пирĕн ентешсем те палăрнă. 90 килограмран йывăртарах атлетсенчен пьедестал çине тÿрех иккĕн хăпарма тивĕçнĕ: тĕнче класлă спорт мастерĕ Александр Павлов /Кавал/ – пĕрремĕш, Александр Константинов /Тăрăм/ – виççĕмĕш.

Подробнее

ГТО тусĕсем

Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкулта вĕренекенсен черетлĕ ушкăнĕ ГТО нормативĕсен пĕр пайне пурнăçланă. Иртнĕ ытларикун районти ГТО нормисен тесчĕн Центрĕн судйисем Петр Смирновпа Олег Осипов 2-4 классенчи 29 ачана тĕрĕслев витĕр кăларнă. Вĕсем 1000 метра чупассипе, урайĕнчен тĕртĕнессипе, гимнастика пуканĕ çинче тăрса малалла пĕшкĕнессипе тупăшнă. Çывăх кунсенче ачасем тата ултă дисциплинăра хăйсен

Подробнее

Çуран чупакансен уявĕнче

Кĕрхи çанталăк хăйĕн илемĕпе савăнтарать: пĕринче пĕр чарăнмасăр çумăр лÿшкет, тепринче çурçĕртен сивĕ çил вĕрсе кунĕпе йĕпхÿ пĕрĕхет... Юпа уйăхĕн малтанхи кунĕсенче вара ирхинене пĕтĕм тавралăха тăм ÿксе шуратрĕ те кăнтăрла хĕвел хăйĕн ăшшипе çупăрларĕ. Пĕтĕм Раççейри «Наци кросне» палăртнă кун, çут çанталăкăн япăх кунĕ çук тетпĕр пулсан та, çуран

Подробнее

Тимофей – призер

Патăрьелĕнче Сергей Семенов спорт мастерĕн парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен республикăри турнирне Елчĕксем те хутшăннă. Ăмăртура Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекенТимофей Антонова ăннă. Вăл 31 килограма çитичченхи виçере 3-мĕш вырăн йышăннă. Ача спортри малтанхи утăмсене Сергей Александров тренер-преподаватель патĕнче туптать.

Подробнее

«Туслăх» кубокĕшĕн

Елчĕкри «Ырсамай» культурăпа кану паркĕн футбол уйĕнче ял тăрăхĕсен, организацисемпе предприятисен «Туслăх» кубокне çĕнсе илессишĕн черетлĕ турнир иртнĕ. Олимп системипе йĕркеленĕ, çивĕчлĕхпе палăрнă вăйăсенче сакăр команда вăй виçнĕ. Кубок хуçи вара «Патреккел» команда пулса тăнă. «Лаш Таяпа», «Сăрьел» командăсем призерсен йышне кĕнĕ. Турнира ирттерме активлă хутшăннă Елчĕкри «Çамрăксен фончĕ» тата Алексей Григорьев

Подробнее