Среда, 14 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование (Страница 37)

Условийĕсем лайăх. Ачисем сахал

Район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн информаципе методика центрĕн аслă методисчĕ Сергей Скворцов ертсе пыракан ушкăн çичĕ вĕренÿ учрежденийĕнче пулчĕ. «Солнышко» тата «Чебурашка» ача сачĕсем самана таппипе тан утнăран çулсерен çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртсе пыраççĕ, ушкăнсене, территорисене илемлетеççĕ, шăпăрлансене вылямалли теттесемпе пуянланаççĕ. «Чебурашкăсем», акă, республика уйăрса панă 20 пин тенкĕпе теттесемпе ăс-тăн

Подробнее

Йывăр-и шкул портфелĕ?

Часах çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланĕ. Манăн хĕрĕм пуçласа парта хушшине ларĕ. Хальхи вăхăтра эпир шкул портфельне суйлатпăр. Хăшне туянмалла-ши? /Редакцие килнĕ шăнкăравран/.   Ача валли шкул портфелĕ суйласси питех те яваплă ĕç. Ашшĕ-амăшĕн япалан хитрелĕхне кăна мар, вăл çитĕнекен организма сиен кÿменнине, унăн чăтăмлăхне шута илмелле. Ранецăн хыçĕ хытă пулмалла, йывăрăша пайлама пулăшакан çемçе

Подробнее

Ача шкула хатĕр-и?

Кĕçех ылтăн кĕркунне çитет. Эппин авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕнче нумай-нумай ачана шкул хăйĕн алăкĕсене уçса кĕтсе илĕ. Ача садĕнчен тухнă, шкул çулне çитнĕ чылай шăпăрлан та пĕрремĕш хут парта хушшине ларĕ. Анчах та пурте хатĕр-ши шкулта вĕренме? Сумка, ручка, тетрадь илнисĕр пуçне ачан аталанăвĕ те çителĕклĕ шайра пулмалла-çке. Пепке тĕрĕс те

Подробнее

Халĕ ăслă пулни – модăра!

Тăхăр класс хыççăн – ятарлă пĕлÿ илме Хыçран-хыçа юлса пыраççĕ шкулсенчи экзамен вăхăчĕсем. Паян ĕнерхи тăххăрмĕшсем тус-юлташĕсемпе тĕл пулсан хĕрÿ тапхăра кăштах кăна аса илсе калаçаççĕ, ытларах малашлăх çине тимлĕх уйăраççĕ, кашнийĕшне ăçта вĕренме кĕресси канăç памасть. Ачасенчен ытларахăшĕ республикăри колледжсемпе техникумсене çул уçасшăн. Ку вăл анлă çул çине тухакан хăйне евĕрлĕ

Подробнее

Чи хастаррисен йышĕнче

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче тăватă çул тăрăшса вĕреннĕ, спортра, общество пурнăçĕнче хастарлăх кăтартнă чи лайăх 100 каччăпа хĕре савăнăçлă лару-тăрура диплом панă. Харсăррисен, «ЧПУн 2019 çулхи чи лайăх выпускникĕ» ята тивĕçнисен йышне Ĕнелĕнчи Ю.Николаева, Çĕнĕ Пăвари Н.Филиппов тата Аслă Шăхальти В.Волков та кĕнĕ.

Подробнее

Ырă çул сана, выпускник!

Ĕмĕр тăршшĕпех асран тухман тăван шкулти асамлă вăхăтсем вĕсемшĕн те хыçа юлчĕç. Кăçал районти шкулсенчен 11-мĕш класран 106, 9-мĕшĕнчен 226 ача вĕренсе тухрĕ – пурте алла аттестат илчĕç. Ĕнер выпускниксем ăсату каçне пуçтарăнчĕç. Вĕсене шкул ертÿçисем, пĕрремĕш хут пĕрремĕш класа çавăтса кĕнĕ вĕрентекенсем, класс ертÿçисем, ашшĕ-амăшĕ саламларĕç, ырă та такăр çул

Подробнее

Лагерьти манăçми кунсем

Савăк та тулли кăмăллă ачасен сассисем инçетренех илтĕнеççĕ Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул территорийĕнче. Пĕрисем спорт площадкинче тĕрлĕ ăмăртусенче туптанаççĕ, иккĕмĕшĕсем шашка-шахматла выляççĕ, виççĕмĕшсем тренинг-диспутра тупăшаççĕ, тăваттăмĕшĕсем класра сăрăпа ÿкереççĕ... Лагере çÿрекен пуçламăш классенчи ачасем «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх марафонне хывнă укçа-тенкĕпе туса лартнă кану площадкинчен татăлмаççĕ. Çуллахи каникул

Подробнее

Чи лайăххисен йышĕнче

11-мĕш класран вĕренсе тухакан Кирилл Чернов /Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕ/ тĕрлĕ енлĕ аталаннă пултаруллă ача. Пĕрремĕш класранах «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать вăл. Яланах çĕннине пĕлме тăрăшаканскер Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тĕрлĕ сферăра палăрнă пуçаруллă çамрăксене паракан стипендине, ятран паракан стипендине пĕрре анчах мар тивĕçнĕ. Предмет олимпиадисене хастар хутшăнакан вĕренекен район, республика шайĕнче

Подробнее

Шкулта – юсав ĕçĕсем

Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулта çу уйăхĕн вĕçĕнчех юсав ĕçĕсем пуçланнă. Кунта Б.Матвеев ертсе пыракан «Партнер» сахал яваплă общество строителĕсем 1520 тăваткал метр йышăнакан шкул çурчĕн тăррине çĕнетме пикеннĕ. Асăннă ĕçе пурнăçлама республика бюджетĕнчен 2 миллион та 450 тенкĕ уйăрнă. Палăртнине ăстасем çурла уйăхне кĕриччен вĕçлесшĕн.

Подробнее

Вĕренÿ отличници

Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкулта вĕренекен Кристина Волкова – вĕренÿ отличници. Иртнĕ олимпиадăсенче 6 предметпа малти вырăнсенче пулнисĕр пуçне шкул тулашĕнчи мероприятисенче те пысăк çитĕнÿсем турĕ вăл. Елчĕкре иртнĕ «Елчĕк ен пики» конкурсăн çĕнтерÿçи пулчĕ, Г.Н.Волков ячĕпе район шайĕпе иртнĕ илемлĕ вулав конкурсĕнче 2-мĕш вырăна тивĕçрĕ. Спортра та хастар: район шайĕнче йĕлтĕрпе

Подробнее