Среда, 14 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование (Страница 5)

Ăнăçу çеç пултăр

Шкул пĕтерекенсен патшалăхăн пĕтĕмлетỹллĕ аттестацийĕ вĕçленчĕ. Нормативлă право докуменчĕсемпе килĕшỹллĕн вăл майăн 21-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 16-мĕшĕччен пычĕ. Тĕрĕслев шкул ачисемшĕн малашнехи çула палăртакан пĕлтерĕшлĕ тапхăр пулчĕ. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне 11 класс пĕтернĕ 68 (2024 çулта - 82) ача, патшалăхăн тĕп экзаменне 150 (163) ача тытнă. Аттестацие Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам

Подробнее

Пурлăх культурине çул паракан

Раççей Вĕренỹ академийĕн академикĕ Геннадий Волков этнопедагогика пионерĕ пулни кашнине паллă. Çак ăслăлăха çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнче пуçарнă май, пархатарлă ĕçе нумай çынна явăçтарнă. Геннадий Никандровичăн ырă енĕ - вăл халăхшăн çунакан, чунне паракан çынсене курма, тупма пĕлни, вĕсене çак ĕçе тата хастартарах хутшăнма, хавхаланма майсем туса пама пултарни. Пирĕн ентешĕн ĕçне

Подробнее

«Профессионалитет» пулăшать

Ăçта вĕренме каяс? Ĕç рынокĕн тапхăрĕнче ман валли вырăн тупăнĕ-ши? Ыран кирлĕ специалист пулас тесен паян мĕне вĕренмелле? Шкул пĕтерекенсене çакнашкал ыйтусем тахçанах канăç памаççĕ-тĕр. Ăна татса парассинче шкул çеç мар, вăтам тата аслă вĕренỹ заведенийĕсем тата ĕçе илекен компанисем яваплăха туйни кирлĕ. Ку тĕлĕшпе федерацин "Профессионалитет", "Çамрăксем тата ачасем" наци

Подробнее

Çичĕ призер!

Округри шкулсенче вĕренекенсем регион шайĕнчи предметсен олимпиадисенче палăрнă. Тăван ен культури предмечĕпе Кушкă шкулĕнчи Олеся Шавкина (9 класс), Карина Михеева (8 класс), Курнавăшри Эвелина Фомина (8 класс) призерсен йышне кĕнĕ. Чăваш чĕлхипе тата литературипе иртнĕ регионсем хушшинчи ăслăлăх тупăшăвĕнче те çавăн пек кăтартусемех. Маттуррисен ушкăнĕнче çаксем: Татьяна Васильева (Курнавăш, 10 класс), Анна

Подробнее

Регионта палăрнисем

Январĕн 11-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 28-мĕшĕччен пынă Пĕтĕм Раççейри предметсен олимпиадин регионти тапхăрĕ вĕçленнĕ. Пĕтĕмлетỹрен çакă курăнать: олимпиадăсене округри çичĕ шкулти 32 ача 16 предметпа хутшăннă. Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулти Матвей Петров (наставникĕ - Сергей Долгов) технологи предмечĕпе çĕнтерỹçĕ ята тивĕçнĕ. Сергей Витальевичăн тепĕр вĕренекенĕ - Сергей Баймушкин çак

Подробнее

«Пĕтĕм пурнăçăм ĕçре иртет»

Çутă чунлă çынсем хăйсем патне ăшăлăхпа хĕвел пек туртаççĕ. Вĕсемпе калаçнă май ырă кăмăлĕнчен, çивĕч ăс-тăнĕнчен, теприне чун-чĕререн пулăшма хатĕр пулнинчен тĕлĕнсе пĕтерейместĕн. Çирĕклĕ Шăхаль шкулне пырса кĕрсенех пурнăç вĕресе тăнине туйма пулать. Педагогсем ачасене вĕренỹ çулĕпе ăнăçлă ертсе пырас, вĕсене тивĕçлĕ пĕлỹпе воспитани парас, кашни ачан тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне тупса

Подробнее

Вĕренекенĕмсен тата юлташсен тимлĕхĕ вăй-хал парать

Педагог профессине суйласа илсе мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех вĕрентекен пулса тăрăшма шăпа пỹрнипе питех те савăнатăп. 43 çул шкулта ĕçлесе ачасем уроксенче итлемесĕр шавласа ларса тарăхтарнине те курман эпĕ. Хам та вĕсене кăшкăрса вăрçман нихăçан та. Унтанпа нумай çул иртнĕ пулин те, вĕренекенсем халĕ те ырăпа аса илсе куç тĕлне

Подробнее

Ырă тĕслĕх

Çамрăк ăрăва вĕрентсе пĕлỹ парас, Тăван çĕршыва юрăхлă ỹстерес тивĕçе ашшĕ-амăшĕпе пĕрле вĕрентекен пурнăçлать. Пирĕн пурнăçра вĕрентекенĕн тỹпи питĕ пысăк вырăн йышăнать. Шкул ачисене пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме те вăлах пулăшать. Шăпах вĕсем пире çĕршыва кирлĕ çынсем пулма, пĕр-пĕринпе хутшăнма, савăнăçа пĕрле пайлама, инкекре пĕр-пĕрне пулăшма вĕрентеççĕ. Хальхи вăхăтра

Подробнее

«Цифра урокĕ» йыхравлать

Пĕтĕм Раççейри "Цифра урокĕ" вĕренỹ проекчĕпе килĕшỹллĕн чỹк уйăхĕн 25-мĕшĕччен шкулсенче хăйне евĕрлĕ - "Хушма лавкка" ятпа VK компанийĕн мероприятийĕсем иртеççĕ. Коммерциллĕ мар "Цифра экономики" автономлă организаципе пĕрле Раççей Цифра министерстви тата Раççей Çут ĕç министерстви йĕркелекен проектра 1-4, 5-9, 10-11 классенче вĕренекенсем тĕрĕслеме пултараççĕ хăйсене. Унта хутшăнас тесен "Цифра урокĕ"

Подробнее

Педагогсем ялан шыравра

Тыр-пул е пахча çимĕç тухăçлăхĕ вăрлăх пахалăхĕнчен, ăна мĕнле пăхса çитĕнтернинчен килет. Çын мĕнле пуласси воспитани тытăмĕн чи малтанхи звенисемпе - çемьепе, ача сачĕпе çыхăннă. Шăтса тухнă "вăрлăха" çитĕнтерессине вара шкул хăйĕн çине илет. Пĕрлĕхре тăрăшса пурнăçланă ĕç кирек хăçан ăнăçупа çирĕпленет. Ахальтен мар Елчĕкри культура керменĕнче Учитель тата шкул çулне

Подробнее