Тăрăшсан çитĕнỹ пулать
Вĕренекенсем хăйсен пĕлĕвне, тавра курăмне тĕрлĕ ăслăлăх конкурсĕнче тĕрĕслесси - хăнăхнă пулăм. Уйрăмах предмет олимпиадисен витĕмĕ пысăк. 2025-2026 çулсенчи вĕренỹ çулĕнче округри шкулсенче иртекен олимпиадăсене ытти чухнехи пекех 5-11-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăннă: 19 предметпа 642 ача. Чи пултаруллисене муниципалитет шайне суйласа илнĕ. Кунта ĕнтĕ сакăр вĕренỹ учрежденийĕнчи 7-11 классенчи 604 пĕлỹ
Подробнее
