Воскресенье, 19 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование (Страница 3)

Агролаборатори уçăлнă

Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул никĕсĕ çинче шкул çулне çитмен ачасен ушкăнне çỹрекенсем валли агролаборатори уçăлнă. Ăна уçма муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тата ытти хисеплĕ çынсем хутшăннă. Диана Турхан директор пуçарăвĕпе малтан шкул Чăваш Республикинчи вĕрентỹ учрежденийĕсем хушшинче йĕркеленĕ конкурса "Агролята" проект тăратнă. Унта çĕнсе илнĕ 500 пин

Подробнее

Пĕлĕве тĕрĕсленĕ

Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкул никĕсĕ çинче Пĕтĕм Раççейри предмет олимпиадисен муниципаллă тапхăрĕ вĕçленчĕ. Пĕр уйăха пынă ăслăлăх ăмăртăвĕнче 7-11 классенчи 594 ача 19 предметпа тупăшнă. Пĕтĕмпе 148 çĕнтерỹçĕпе призер. Уйрăм коллективсенчен мала тухнисен йышĕпе (73) Елчĕкри вăтам шкулпа никам та танлашайман. Кирек мĕнле ăнăçу педагогпа вĕрентекенĕн творчествăлла çыхăнăвĕнчен килет. Тепĕр

Подробнее

Çĕнĕ Пăвасем — маттур!

Чăваш патшалăх аграри университечĕ Çĕнĕ çул умĕн Раççейри ял çамрăкĕсен канашĕн хастарĕсене пуçтарнă. Унта республикăри пур муниципалитет округĕнчи çамрăксен канашĕн председателĕсем, активистсем хутшăннă. Çак вăхăтчен пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетме аграри университечĕн ректорĕ Андрей Макушев, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн çамрăксен политики енĕпе ĕçлекен Управлени начальникĕ Иван Филиппов хутшăннă. Раççейри ял çамрăкĕсен канашĕн регионти уйрăмĕн

Подробнее

Биологсемпе экологсем — фестивальте

2023 çул - Раççейри Педагогпа наставник çулталăкĕ пулнине асра тытса Çĕнĕ çул уявĕсем хыççăнах - январь уйăхĕнченех, тĕп вĕренỹ программисĕр пуçне, аслă классенчи ачасене професси суйласа илме пулăшас тĕллевпе шкул тулашĕнчи тĕрлĕрен мероприятисене йĕркелесе ирттерессине малти вырăна хутăмăр. Вĕсенчен пĕри тата асра юлмалли профориентаци программипе килĕшỹллĕн, Çĕнĕ Шупашкарти химипе механика техникумĕн

Подробнее

Вĕрентекен пулма çуралнăскер

Кăçал, Педагогпа наставник çулталăкĕ пулнă май, чылай паллă çынсен юбилейĕсене паллă турăмăр. Вĕсен шутĕнче - Чĕмпĕрти чăваш учителĕсен шкулне уçаканĕ, çĕнĕ чăваш çырулăхне, букварьне пуçарса яраканĕ Иван Яковлевич Яковлев тата ăна пулăшаканĕ, пĕрремĕш вĕренекенĕ Алексей Васильевич Рекеев çуралнăранпа 175 çул çитнине те. Вĕсем иккĕшĕ те пирĕн тăрăхшăн - тăвансем пекех:

Подробнее

Ачасен пултарулăх çурчĕн — юбилей

Елчĕкри ачасен пултарулăх çурчĕ хăйĕн алăкне яриех уçнăранпа шăпах - 70 çул. Çак ятпа кунта уяв иртнĕ. Эльвира Смирнова директор пуçтарăннă хăнасене, педагогсемпе вĕренекенсене çак паллă кун ячĕпе саламланă, вĕрентỹ учрежденийĕсен ертỹçисене пĕрлехи ĕçшĕн тав тунă. "История 70 лет пути" презентацие курнă хыççăн пултарулăх çурчĕн пĕтĕм кун-çулĕ куç умне тухса тăнă. Хисеплĕ

Подробнее

Чулхулара пулнă

Çак кунсенче Атăлçи федераци округне кĕрекен 14 субъектра вырнаçнă хуласемпе ялсенчи педагогсем Чулхулари çамрăксен театрĕнче пуçтарăннă. Чи пултаруллă, тĕрлĕ конкурссемпе фестивальсене хутшăнса мала тухнă вĕрентекенсем кайма тивĕçлĕ пулнă унта. Уява Раççей Президенчĕн Указĕпе килĕшỹллĕн йышăннă Вĕрентекенпе наставник çулталăкне пĕтĕмлетес тĕллевпе йĕркеленĕ. Чăваш Республикинчен çак мероприятие пурĕ 40 учитель хутшăннă. Вĕсен йышĕнче Елчĕк

Подробнее

Волонтерсен пĕрремĕш слечĕ

Декабрĕн 5-мĕшĕнче Раççейре доброволецсен (волонтерсен) кунне паллă тума пуçăнни кăçал 5 çул çитрĕ. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăма тĕпе хурса округра ырă ĕç тăвакансен пĕрремĕш слечĕ иртрĕ. Елчĕкри культура керменне тĕрлĕ ялсенчен, шкулсенчен волонтерсен ушкăнĕсем килсе çитрĕç. Вĕсем хăйсен хальхи вăхăтри ĕç-хĕлĕпе паллаштарса тĕрлĕ стендсем хатĕрленĕ. Кунтах хăйсен курăмлă ĕçне кăтартса мастер-классем

Подробнее

Çамрăксен черетлĕ пухăвĕ

Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта иртрĕ. Ыт ахальтен мар, паллах. Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕ çумĕнчи çамрăксен парламентне шăпах çак шкул директорĕ Диана Турхан ертсе пырать. Мĕн калăн, шкул сăн-сăпачĕ тул енчен те, шал енчен те илемлĕ. Çулсерен мар, уйăхсерен тенĕ пек çĕнĕ проектсене ĕçе кĕртес тесе тăрăшаççĕ кунта. Хальхинче

Подробнее

Санкт-Петербургра пулнă

Республика шайĕнчи "Манăн çулçỹревсен кĕнеки" ятпа йĕркеленнĕ проект пулăшнипе кăçал кĕркунне шкул ачисем Санкт-Петербург хулинче пулса курнăччĕ. Телейлисен ушкăнне пирĕн округ вĕренекенĕ - Курнавăш ялĕнче пурăнакан Максим Цветков та лекме пултарнă. Чăваш Республикинчен кайнă ушкăн ятарлă программăпа килĕшỹллĕн Санкт-Петербург хулинчи паллă вырăнсенче пулнă. Университет çыранĕнчи чаплă архитектура ансамблĕсене, Петропавловски крепоçе, Патшалăх

Подробнее