Понедельник, 16 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 22)

Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Л.В.Левыйăн 2026 çулхи сентябрĕн 8-мĕшĕнчи 161-р хушăвĕпе килĕшỹллĕн Сергей Владимирович ЧЕРНОВ хресчен (фермер) хуçалăхĕн коллективĕ ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Коллектив пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене (427 гектар) пухса кĕртессине округра чи малтан вĕçленĕ.

Подробнее

Пурнăç пĕрре килет…

Çĕнĕ вăхăт çĕнĕ паттăрсене çуратать. Тĕрлĕ енлĕ пултаруллă çынсем халăхра пайтах. Мирлĕ ĕçсенче те, вăрçă хирĕсенче те паянхи кун нумай чăваш çынни лайăх енĕпе палăрса тăрать. Вĕсем Раççей экономикине çỹллĕ шая хăпартассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ. Украинăри ятарлă çар операцийĕнче хăйсен пурнăçне шеллемесĕр çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн кĕрешеççĕ. Паллах, СВОри салтаксемпе офицерсене Тăван çĕршывăн

Подробнее

Объектсем çĕкленеççĕ

Республикăра 2020-2025 çулсенче 4,5 миллион тăваткал метр ытла çурт-йĕр хута янă. Çак çулсенче 215 пине яхăн пурăнакан нумай хваттерлĕ 1300 ытла çурта тĕпрен юсанă. 1300 ытла общество вырăнне тата картише хăтлăлатнă. Пĕлтĕр кăна регионăн адреслă инвестици программипе 77 объект тунă е реконструкциленĕ. Çав шутра - шкулсем, аса сачĕсем, социаллă центрсем, поликлиникăсем, инженери

Подробнее

Чикĕ леш енне

"Россельхознадзорăн" Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕ кăçалхи январь уйăхĕнчен тытăнса июлĕн 15-мĕшĕ тĕлне 952 тонна горчица вăрлăхне экспорта яма ирĕк панă. Çакă чикĕ леш енне 2025 çулхи палăртнă хушăра сутнинчен 18,4 процент ытларах. Вăрлăхра карантина хупнă объектсене тупса палăртман, вăл фитосанитари ыйтнине пур енчен те тивĕçтернĕ. Ăна Беларуçе, Польшăна, Чехие

Подробнее

Парк çĕнелет

ЧР Технадзорĕ пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре 2025 çулта çĕнĕ техника - 688, çав шутра агропромышленноçра - 295 туяннă. Кăçалхи августăн 19-мĕшĕ тĕлне 413 илнĕ. Техникăпа оборудовани туянса тỹснĕ тăкакăн пĕр пайне патшалăх саплаштарать.

Подробнее

Тĕллев пурнăçланать

Республика Правительстви умĕнче çĕршыв Президенчĕ лартнă тĕллев тăрать. Вăл - учительсен шалăвне регион экономикинче вăй хуракансен вăтам ĕç укçин шайне çитересси. Чăваш Ен ку тĕллеве пурнăçлать. Вăтам шалу ỹсĕмĕн хăвăртлăхĕ юлашки çулсенче пирĕн - регионсен хушшинче - чи пысăккисенчен пĕри. Вĕрентекенсен окладне хăпартассипе çыхăннă ыйтусене пĕрре çеç мар татса панă. Вĕсен окладне

Подробнее

Янăрарĕ йĕс шăнкăрав…

Сентябрĕн 1-мĕшĕнче округри сакăр шкулта пĕлỹ тĕнчине йыхравласа пĕрремĕш шăнкăрав янăранă. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче парттăсем хушшине 1104 ача ларнă, вăл йышран 1-мĕш класа - 64-н. Вĕсене, педагогсемпе ашшĕ-амăшне саламлама округ администрацийĕн, территори пайĕсен, тĕн представителĕсем, депутатсем хутшăннă. Округ пуçлăхĕ Леонард Левый тата СВО участникĕ Дмитрий Тихонов Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ

Подробнее

«Ачана шкула пуçтар»

Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ умĕн çулсеренех "Ачана шкула пуçтар" акци иртет. Пĕтĕм Раççейĕпе йĕркеленекен çак акцие Елчĕк округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Депутатсен пухăвĕн председателĕ Вячеслав Сядуков хутшăннă. Вĕсем ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксен ачисене пуçласа шкула кайнă ятпа саламланă май вĕсене рюкзаксемпе шкул хатĕрĕсем парнеленĕ. СВО участникĕсен ачисене çавăн пекех парти программипе

Подробнее

Çĕннине те пĕлмелле

Округ администрацийĕн пысăк залĕнче ĕç сыхлавĕпе условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе ĕçлекен координаци канашĕн ларăвĕ иртнĕ. Предприятисемпе организацисенче асăннă ыйтупа тимлекенсен умĕнче малтанах ШĔМĕн районсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕн ГИБДД пайĕн начальникĕ Алексей Матросов тухса калаçнă. Вăл çул-йĕр правилисене пăхăнассипе, профилактика мероприятийĕсене йĕркелессипе çыхăннă ыйтусене çĕкленĕ. Хальхи вăхăтра автотранспорт кăна мар, куçса çỹремелли ытти

Подробнее

Сĕт ытларах сăваççĕ

2026 çулăн пĕрремĕш çурринче ял хуçалăх производствин индексĕ енĕпе федерацин Атăлçи округĕнче Чăваш Ен (103,1 процент) - 2-мĕш вырăнта. Танлаштарма: вăл Атăлçи округĕн - 100,2 процентпа, Раççейĕн 99,2 процентпа шайлашнă. Ял хуçалăх предприятийĕсем çак тапхăрта пĕлтĕрхи 6 уйăхринчен сĕт 4,1 процент нумайрах сунă, ĕнесен продуктивлăхĕ 1,8 процент хушăннă. Кашни ĕнерен вăтамран

Подробнее