Республика Правительстви умĕнче çĕршыв Президенчĕ лартнă тĕллев тăрать.
Вăл — учительсен шалăвне регион экономикинче вăй хуракансен вăтам ĕç укçин шайне çитересси. Чăваш Ен ку тĕллеве пурнăçлать. Вăтам шалу ỹсĕмĕн хăвăртлăхĕ юлашки çулсенче пирĕн — регионсен хушшинче — чи пысăккисенчен пĕри.
Вĕрентекенсен окладне хăпартассипе çыхăннă ыйтусене пĕрре çеç мар татса панă. Вĕсен окладне преми фондĕнчен укçа уйăрса сентябрĕн 1-мĕшĕнчен 1,5 хут ỹстерме, кĕçĕн классен учителĕсене, СВОпа çапăçусен ветеранĕ шутланакан педагогсене çак тапхăртан тытăнса уйăхсерен 5000 тенкĕ хушса пама палăртнă.

