Взятка илнĕ
Чăваш Енре студентсенчен взятка илсе пурăннă преподавателе айăпланă. Следстви тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, 2025 çулта транспорт университечĕн куçăмсăр уйрăмĕнче йĕркелỹпе хушу ĕçĕсене тунă преподаватель студентсенчен укçа илме тепĕр çынпа пĕр каварлă пулнă. Тỹленĕшĕн вăл экзаменра пĕлĕве тĕрĕслемесĕрех лайăх паллăсемпе тивĕçтерме шантарнă. Студентсем посредник карттине укçа куçарнă, лешĕ вара çав укçана преподавателе панă.
Подробнее
