Пушара хирĕç кĕрешсе
Республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн "Ниме - халăх бюджечĕ" программипе килĕшỹллĕн Курнавăш ялĕнче тепĕр пысăк ĕçе пуçăннă: пушар пулас пулсан шыв илме май паракан пĕвене тасатаççĕ. Вырăнти халăх пысăк калăпăшлă ĕçре хастар пулни савăнтарать. Асăннă контрактăн пĕтĕмĕшле хакĕ - 987,8 пин тенкĕ. Квалификациллĕ специалистсем ĕçе тивĕçлĕ йĕркеленĕ.
Подробнее
