Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 707)

«Пĕтĕм тĕнчери пахалăх кунĕ»

уява пирĕн çĕршывра чỹк уйăхĕн иккĕмĕш кĕçнерни кунĕнче паллă тăваççĕ. Кăçал вăл чỹк уйăхĕн 9-мĕшне лекет. Çак уява пуçласа 1989 çулхи чỹк уйăхĕн 9-мĕшĕнче паллă тунă. Федерацин потребительсен прависене тата çынсен ăнăçлăхне хỹтĕлекен сферăна тĕрĕслекен службăн Чăваш Енри управленийĕн Патăрьелĕнчи территори уйрăмĕ "Пĕтĕм тĕнчери пахалăх кунне" халалласа 2017 çулхи чỹк

Подробнее

Çамрăксен хăйсен ассамблейи

Чăваш Наци библиотекинче ЧР çамрăксен ассамблейин йĕркелỹ пухăвĕ иртнĕ. Унта ЧР Культура министерствин ĕçченĕсем, ЧР халăхсен ассамблейин представителĕсем, наципе культура пĕрлешĕвĕсен ертỹçисем, аслă шкулсенче вĕренекенсем хутшăннă. Общество организацийĕн çумĕнче йĕркеленнĕ ассамблея йышне Чăваш Енре пурăнакан 14-30 çулсенчи пултаруллă та маттур çамрăксем кĕнĕ. - Тĕрлĕ наци яш-кĕрĕмпе хĕр упраçăн пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнмалла,

Подробнее

Ăмăртура Елчĕксем те палăрнă

Октябрĕн 20_22-мĕшĕсенче республикăн тĕп хулинче "Хыпар" хаçат парнисемшĕн кире пуканĕ йăтассипе Пĕтĕм Раççейри турнир иртнĕ, ăна чăваш халăх хаçачĕн пĕрремĕш номерĕ тухма пуçланăранпа 111 çул çитнине халалланă. "Спартак" спорт керменĕнче иртнĕ савăнăçлă парада Чăваш Республикин информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов, Чăваш Республикин сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Викторов, Патшалăх

Подробнее

Эрех сиенĕ çинчен

Этем ĕлĕк-авалтанпах эрех-сăра ĕçнĕ. Пирĕн эра пуçланичченех тĕрлĕ улма-çырларан, пылран, тĕш тырăран ỹсĕртекен шĕвексем туса хатĕрленĕ. Ун чухнех эрех пысăк сиен кỹме пултарнине çынсем ăнланнă. Вăл вăхăтлăха савăнăç туйăм кỹнипе пĕрлех çынна усал, чăркăш, вĕçкĕн, пакăлти, çапăçакан тăвать, тĕрлĕрен киревсĕр ĕçсем патне илсе çитерет, сывлăха хавшатать. Çакна ăнланса эрех ĕçессине

Подробнее

Тĕл пулусемпе халăх кăмăллă юлчĕ

Юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикинче Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Çавна май Чăваш Енри влаç органĕсен ертỹçисемпе представителĕсем районсемпе хуласенчи ĕç коллективĕсенче пулнă, халăхпа курса калаçнă. Пирĕн районта çак кун ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин ачасен прави енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Елена Сапаркина тата Федерацин потребительсен прависене тата çынсен ăнăçлăхне хỹтĕлекен сферăна тĕрĕслекен

Подробнее

Виктор Карчиков: «Пĕчĕк йышпа та пысăк çитĕнỹ тума пулать»

Çирĕклĕ Шăхалĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул коллективĕ ачасене тарăн пĕлỹ парса вĕрентсе кăларакан Раççейри чи лайăх 300 шкул йышне кĕнĕ. Çĕршыв шайĕнчи пысăк çитĕнỹ хăй тĕллĕн пулман. Ачасене тарăн пĕлỹ, тивĕçлĕ воспитани парас пирки калаçрăмăр та 11 çул шкул директорĕнче ĕçлекен Виктор Карчиковпа. - Виктор Виталиевич, чи малтанах сире

Подробнее

«Атте пилĕпе пурăнатăп», —

тет Лаш Таяпара пурăнакан Людмила Федоровна Дмитриева (Самсонова). Юпа уйăхĕн малтанхи кунĕсенче 80 çулхи юбилейне паллă тунă харсăр çак хĕрарăма пĕрре те сакăр теçетке çула хыçа хăварнă тесе калаймăн. Паян та çамрăк чухнехи пекех вашаватлăхне çухатман. Мăшăрĕпе пĕрле выльăх-чĕрлĕх пăхма юратать, кил-çурта тирпейлет. Ылтăн алăллăскер пур ĕçре те маттур. Юрлама

Подробнее

Çуртсене пахалăхлă юсасси — тĕп тивĕç

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсамалли Раççей шайĕнчи программа (2014 çулхи декабрь уйăхĕнчен вăя кĕнĕ) мĕнле пурнăçланнипе паллашнă. Виçĕ çул хушшинчи тапхăрта ку енĕпе республикăра сахал мар ĕç пурнăçланине - регионта 1089 çурта, урăхла каласан, кашни пиллĕкмĕш çурта тĕпрен юсама май пулнине палăртса каланă вăл. - Программа

Подробнее

3 ача сачĕ тумалăх укçа перекетленет

Кăçалхи авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин 2018 çултан тытăнса Раççей Федерацийĕн субъекчĕсене уйăракан бюджет кредичĕсене реструктуризаци тăвасси çинчен пĕлтернĕ. Çапла майпа ыйту çуралать: çак йышăну пирĕн республикăри бюджет кредичĕсем çинче палăрĕ-и? Бюджет укçи-тенкине нумай перекетлеме пулĕ-и? - Бюджет кредичĕсене çĕнĕлле йĕркелессин программине ĕçе кĕртни нумай регионăн бюджечĕсен

Подробнее

Пахалăхлă çул тума — 90 миллион тенкĕ ытла

Пахалăхлă çул-йĕр - район экономикин ăнăçлă аталанăвĕ тата хăрушсăрлăх никĕсĕ. Юлашки çулсенче Елчĕк районĕнче çул-йĕр инфраструктурине аталантарас тĕллевпе сахал мар ĕç пурнăçланă. 2017 çулта Елчĕк районĕнче çул-йĕре тивĕçлĕ тытса тăма укçа-тенкĕн мĕн пур çăлкуçĕнчен 94,3 миллион тенкĕ (иртнĕ çулхинчен 2 хут нумайрах) уйăрма палăртнă. Çакă районăн 90 çулхи юбилейне тивĕçлипе

Подробнее