Район кун-çулĕнчи паллă тапхăрсем
1927 ç. ВЦИК Президиумĕн 1927 çулхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнчи постановленийĕпе килĕшỹллĕн Кĕçĕн Елчĕк районне йĕркеленĕ. Советсен организациллĕ 1-мĕш съезчĕ юпа уйăхĕн 1-2-мĕшĕсенче иртнĕ. 1928 ç. Районта 32 ял канашĕ, 7 колхоз, çĕре пĕрле ĕçлесе хатĕрлекен 8 юлташлăх шутланнă. Çавăн пекех 875 промысла çуртне, çăм атă йăвалакан 196 çынна, 156 платника, 35
Подробнее
