Среда, 27 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Сельское хозяйство (Страница 11)

Чăн-чăн çĕр çынни

Ỹсен-тăран культурисене тата вĕсен вăрлăхĕсене туса илессипе нумай çул ятарласа ĕçлекен Курнавăшри Юрий Цветков фермерăн уй-хирĕсем яланхи пекех ытарма çук илемлĕ. Минераллă удобренисемпе апатлантарнă, çум курăксăр анасенчи ял хуçалăх культурисем епле парка та хỹхĕм çитĕннине курсан чун савăнать. Вĕсенчен пысăк тухăç алла илесси те каламасăрах паллă. Черетлĕ çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ

Подробнее

Траншейăсем сенажпа тулаççĕ

- Çанталăк условийĕсене шута илсен, халĕ сенаж хатĕрлемелли чи лайăх вăхăт, - тесе пĕлтереççĕ "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи механизаторсем. Леонид Головин Ытти хуçалăхсенчи пекех, кунти уй-хир ĕçченĕсем те халĕ пĕтĕм вăйне выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçе панă. Ĕç планĕпе килĕшỹллĕн ĕне выльăха хĕл кунĕсенче тăрантарма кăçал 4345 тонна сенаж хатĕрлесе хăварма палăртнă

Подробнее

«Шанс Трейдра» шанăç пур

Кĕçĕн Таяпара "Авангард" сахал яваплă общество филиалĕн никĕсĕ çинче округри агрономсен семинарĕ иртнĕ. Ăна йĕркелекенĕ - "Шанс Трейд" ООО компанисен ушкăнĕ. Унăн специалисчĕсем малтанах тырпул уйĕсене пăхса тухнă, хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе, ỹсен-тăрана хỹтĕлес тытăмпа тата тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене туса илес тĕлĕшпе çыхăннă ĕç опычĕпе паллаштарнă. Çĕнĕ экономика условийĕсенче ял хуçалăх

Подробнее

Утă-сенаж ытларах — хĕл тутăрах

Елчĕк муниципалитет округĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕ тăратнă информаци тăрăх, июнĕн 15-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче нумай çул ỹсекен курăксене 2667 гектар (32 процент) çинче çулнă. Тăватă коллективра 193 тонна утă хатĕрленĕ, вăл шутран 120 тонни "Эмметево" сахал яваплă обществăна тивĕçет. Округĕпе 4768 тонна (12 процент)

Подробнее

Сенаж хываççĕ

"Победа" сахал яваплă обществăра выльăх-чĕрлĕх апачĕ хатĕрлес тапхăр пырать. Хальхи вăхăтра кунта пĕр çул ỹсекен курăка çулса сенажа хывассипе тимлеççĕ. Леонид Сусметов, Николай Логинов, Олег Елисеев, Николай Герасимов, Сергей Елисеев, Раиль Самигуллин, Алексей Кириллов, Владимир Козлов, Анатолий Сорокин механизаторсем çĕнĕ çынсем мар та, кашниех хăйсене çирĕплетсе панă участокра ĕçе тĕплĕ те

Подробнее

Пĕтĕм вăя — выльăх апачĕ хатĕрлеме

Округри ял хуçалăх организацийĕсенче ĕнерхи кун тĕлне нумай çул ỹсекен курăксене пĕрремĕш хут 389 гектар çулнă. Çак ĕçе 8337 гектар çинче пурнăçламалла. …"Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕнче те пĕтĕм вăя выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçе панă. Хальхи вăхăтра кунта нумай çул ỹсекен курăксене 40 гектар çулнă, çав шутран 30 гектарне - утă

Подробнее

Евлалия Васильева агрономăн пурнăç уйĕ

Унăн ячĕ Чăваш Енри аграрисен кун-çул кĕнекине ылтăн сас паллисемпе çырăннă. Социализмла Ĕç Геройĕ, РСФСР, ЧР тава тивĕçлĕ агрономĕ, Ленин тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсен кавалерĕ, 1950-1963 çулсенче пирĕн округри "Победа" колхозра тĕп агрономра ĕçленĕ Евлалия Ивановна Васильева хăйĕн мăшăрĕпе Василий Васильевич Зайцевпа пĕрле республикăри ял хуçалăх аталанăвне пысăк тỹпе

Подробнее

Тивĕçлĕ хак панă

Калчасем мĕнле шăтса тухнине тĕрĕслекен округри комисси членĕсем "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕн уй-хирĕсенче пулса курнă май, тыр-пула кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа акса хăварнине, çакна кура мĕнпур лаптăкри культурăсем кирлĕ шайра аталаннине палăртнă. Тĕрĕслев вăхăтĕнче, кайран тивĕçлĕ пĕтĕмлетỹсем тунă чухне кунта ял хуçалăх культурисене акассине туллин пурнăçланине, ỹсен-тăран çăралăхне, уйсен,

Подробнее

Çулла — сĕт вăхăчĕ

"Труд" ял хуçалăх производство кооперативĕнче хальхи вăхăтра куллен кашни ĕнерен 26 килограма яхăн, иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 7 килограмм ытларах сĕт сăваççĕ. Малтанхипе танлаштарсан, чылай нумайрах сĕт сунин вăрттăнлăхĕ мĕнре? Кооператив председателĕ Валерий Германов çакна ĕнесем хальхи вăхăтра ушкăнпа пăруланипе сăлтавларĕ. Унсăр пуçне, кăтартусем рациона мĕнле йĕркеленинчен те килеççĕ, паллах. Ĕнен

Подробнее

Агрослета хутшăнаççĕ

Чăваш Енре кăçалхипе иккĕмĕш хут "Ялта чи лайăххисем" ятпа йĕркелекен агрослет майăн 26-28-мĕшĕсенче иртет. Палăртнă кунсенче республикăри пултаруллă çамрăксем Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрваш ялĕ çывăхĕнчи "Медвежий угол" кану базине пуçтарăнаççĕ. Мероприяти программи анлă та пуян: ял çамрăкĕсен спартакиади, культура мероприятийĕсем, "çавра сĕтелсем", ăсталăх класĕсем. Слета Елчĕк тăрăхĕнчи çамрăксем те - медицина ĕçченĕсемпе

Подробнее