Воскресенье, 13 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Герб, ялав, гимн — халăх пуянлăхĕ

Герб, ялав, гимн — халăх пуянлăхĕ

Чăваш Ен патшалăхĕн символĕсен кунне кăçалхипе 26-мĕш хут паллă тăватпăр. Нумай нациллĕ Чăваш Енĕн атрибучĕсем чăваш халăхĕн истори тата культура тытăмĕнчи иксĕлми пуянлăхĕ. Республикăра тымар янă вун-вун халăхăн çирĕп туслăхне палăртакан символсем вĕсем.

Чăваш Республикин Патшалăх гербĕпе ялавĕ, гимнĕ — унăн суверенитечĕн символĕсем. Вĕсене 1992 çулта йышăннă.

Гербпа ялавăн авторĕ — Элли Юрьев художник. Символсем çинчи тĕссем пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тĕттĕм хĕрли халăх ирĕк пурнăçа ăнтăлнине пĕлтерет, сарри вара — пурне те вăй паракан хĕвел тĕсĕ. Сарă тĕс мĕн авалтан чăвашсемшĕн чи хитри шутланнă.

Герб çине геральдика щичĕ ÿкернĕ. Унта эпир чăваш çĕрĕнчен ÿссе хăпарнă «Пурнăç йывăçне» куратпăр. Вăл халăх ĕмĕрсем хушши утса тухнă çула пĕлтерет.

Щит çийĕн ĕлĕкхи, хальхи тата малашнехи пурнăçа сăнлакан сакăр кĕтеслĕ виçĕ çăлтăр вырнаçнă. Сакăр кĕтеслĕ çăлтăр — чăваш тĕррин анлă сарăлнă элеменчĕ. Вăл илемлĕхпе хăтлăха пĕлтерет. Лента вĕçне ÿкернĕ хăмла пирĕн республика туса илекен пуянлăхăн — «симĕс ылтăнăн» сăнарне палăртать.

Чăваш Республикин Патшалăх ялавĕ — тăватă кĕтеслĕ пусма. Унта та эпир «Пурнăç йывăçне» куратпăр. Вăл та сакăр кĕтеслĕ виçĕ çăлтăрпа тăрăланать.

Чăваш Республикин Патшалăх гимнĕ «Тăван çĕршыв» ятлă. Сăмахĕсене Илле Тукташ, кĕввине Герман Лебедев çырнă. Гимн сăнарсен виçĕ çаврăмне пĕлтерет: çут çанталăк çĕнĕ пурнăçа сиссе чĕрĕлнине; çемьене — тăвансене, аттепе аннене, ачасене; «чăваш тĕнчинче» — Чăваш Республикинче — пурте пĕрлешсе килĕшÿллĕ пурăннине.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code