Воскресенье, Май 27, 2018
Главная > Новости > «Зарница» тата «Орленок» вăййисем пуçланчĕç

«Зарница» тата «Орленок» вăййисем пуçланчĕç

 2018 çулхи май уйăхĕн 14-мĕшĕнче Кĕçĕн Таяпа вăрманĕнче çамрăк армеецсен «Зарница» тата «Орленок»  вăййисен районти финалĕ уçăлчĕ. Çамрăк армеецсене район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ — райадминистрацин вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Л.Левый, Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Комсомольскипе Елчĕк районĕсен уйрăмĕн начальникĕ С.Данилов тата ыттисем те саламларĕç. Тупăшусенче кашнинех ăнăçусем суннă май вĕсем çак виçĕ кунхи тĕрĕслев ачасемшĕн пурнăç урокĕ пулнине, спортпа пиçĕхсе ỹсни йĕкĕтсене малашне çар ретне тăрсан та пулăшса пынине палăртнă. Вĕренекенсем чылай конкурспа тупăшусенче вăй виçсе хăйсем çивĕч те йăрă пулнине кăтартса парĕç: «Эпĕ — Раççей гражданинĕ», «Çĕнтерỹ патне — утăмсем», «Тинĕс-çар спорчĕ», «Çамрăк пушарнăйсем», «Пĕри — пуриншĕн, пурте — пĕриншĕн» тата ытти те.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code