Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Паллашăр: Владимир Судаков — Тускил

Паллашăр: Владимир Судаков — Тускил

1952 çулта Тÿскел ялĕнче çуралнăскер, сухапуç тытса аталаннă, çĕр ĕçне лайăх ăнланакан ача шкул çулĕсенчех аяларах пичетленнĕ сăввипе районти конкурсра çĕнтернĕ. Каярахпа И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн музыкăпа педагогика факультетĕнче вĕреннĕ тапхăрта та пултарулăхри ĕçĕсем ÿсĕмлĕ пулнă.

«Чăваш Есенинĕ!» тенĕ ун пирки курс кураторĕ, паллă музыкант, доцент Борис Мацко.

Поэтăн тематики анлă. Кашни хайлавĕнчех тăван çĕр, шăпа, юратупа туслăх, савăнăçпа ырату, суяпа тĕрĕслĕх. Сăвă техникине илес пулсан та сăмахсен янăравлăхĕ, шайлашăвĕ питĕ вырнаçуллă. Чăнлăха «Спеть судьбу, красоту и любовь» кĕнекери ĕçĕсемпе çирĕплетме пулать. Унти вырăсла тата чăвашла хывнă йĕркесем поэзири пысăк хака тивĕç.

«Эпĕ кăмăл туртнипе çыракан, аппаланакан чăваш çеç», — чунне уçать Владимир Георгиевич. Унăн сăпайлăхне сирсе çакна хушар: вăл — Чăваш Ен çыравçисен пĕрлешĕвĕн членĕ…

Анне пĕçернĕ çăкăр

Ман алăра анне пĕçернĕ çăкăр!
Ун вăйĕпе пуль пурнăç, туртăну.
Ун тутипе туллин сывлать-çке кăкăр.
Ун ăшшипе пуль пирĕн юрату.
Ман алăра анне пĕçернĕ çăкăр!
Аса килет ачалăх, сан валли.
Питшăллипе витсе хăварнă чăмăр,
Тăвар сапса çиме çавра чĕлли.
Ман алăра анне пĕçернĕ çăкăр!
Ларса тухсан тĕпел йĕри-тавра —
Атте сăмахĕ: «Аннÿне тав тăвăр,
Ун умĕнче этемлĕх парăмра!»
Ман алăра анне пĕçернĕ çăкăр!
Унран асли те пулмĕ пурнăçра!
Шăла çыртса, тарпа пиçсен çеç ахăр,
Пĕлсе хакне, усратпăр çав пуçра.
Ман алăра анне пĕçернĕ çăкăр!
Ăна лартатăн килнĕ çын умне.
Каякана, çулне сунатăн такăр,
Савса куллен чикетĕн хутаçне.
Ман алăра анне пĕçернĕ çăкăр!
Ун çемçине ĕмет мăнук ача…
Сĕтел çинче çителĕклĕ вăл тăтăр,
Хирте чÿхентĕр çитĕннĕ калча!
Ман алăра анне пĕçернĕ çăкăр!
Шăвать кун-çулĕ, самана юххи…
Ĕмĕрĕпе вăл чĕрене лăпкатăр-
Анне пĕçернĕ çăкăрăн тути!

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code