Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Профилактика канашĕ иртнĕ

Профилактика канашĕ иртнĕ

Тăрăм ялĕнче правăна пăсассине асăрхаттаракан канашăн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ăна канаш председателĕ — Тăрăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Трофимов ертсе пынă.

Ларăва айăплава пурнăçлакан управленин уголовнăй ĕçсем тăрăх йышăнусене пурнăçа кĕртнине тĕрĕслесе тăракан муниципалитетсем хушшинчи Патăрьелĕнчи инспекцин Елчĕк районĕнчи уйрăмĕнче учетра тăракан тата право йĕркине час-час пăсакан граждансене йыхравланă. Асăннă пайăн инспекторĕ Татьяна Семенова, районти полици пайĕн начальникĕн çумĕ Алексей Карабурнашев канашлăва чĕннĕ кашни çынпа профилактика калаçăвĕ ирттернĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code