Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕрлĕ ыйту тишкерчĕç

Тĕрлĕ ыйту тишкерчĕç

Августăн 20-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен пысăк залĕнче Елчĕк районĕн Депутачĕсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна район пуçлăхĕ – районти Депутатсен пухăвĕн председателĕ Ираида Васильева ертсе пычĕ. Пуху ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый, Елчĕк район прокурорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Андрей Афанасьев, ШĔМĕн районсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕн начальникĕ Алексей Алексеев, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç.

Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ пĕрремĕш ыйтупа Елчĕк районĕн тĕрĕслевпе шутлав органĕн председательне çирĕплетрĕç. Çак тивĕçе пурнăçлама яваплăха çирĕп туякан Марина Адюковăна шанчĕç. Марина Сергеевна маларах райадминистрацин экономика секторĕнче, унтан Елчĕкри нумай функциллĕ центрта тăрăшнă.

Иккĕмĕш ыйтупа халăх суйлавçисем 2018 çулта муниципалитет пурлăхне приватизацилессипе çыхăннă прогнозлă плана улшăнусем кĕртрĕç.

Ларура çавăн пекех Елчĕк районĕн Общество канашĕн йышне, Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн должноçне йышăнас енĕпе ирттерекен конкурсăн йĕркине çирĕплетрĕç, Елчĕк районĕн Депутачĕсен пухăвĕн 2016 çулхи мартăн 29-мĕшĕнчи 8Ÿ7-с номерлĕ Йышăнăвне пăрахăçларĕç.

Депутатсем ытти ыйтусене те тишкерчĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code