Воскресенье, 10 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Вăхăтлă тĕрĕсленмелле

Вăхăтлă тĕрĕсленмелле

Октябрĕн 4-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 2-мĕшĕччен Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕн пуçарăвĕпе тĕнчипех кăкăр ракне хирĕç кĕрешекен уйăхлăх пырать.

Паян кăкăр ракĕ усал шыçăпа нушаланакан хĕрарăмсен чи анлă сарăлнă тĕсĕ шутланать. Чăваш Енре кăкăр ракĕпе çулсерен 400 ытла хĕрарăм чирлет. Унпа чирлекенсен йышĕ ÿснипе пĕрлех, вăл çамрăкланса пыни хăратать. Кăтартусем шиклентереççĕ пулсан та маларах диагностика тунине пула чирлисен 90 проценчĕ унтан сывалма пултарать. Специалистсем рак приговор маррине çирĕплетеççĕ: çавăнпа та вăхăтран вăхăта тĕрĕсленсех тăмалла.

Паянхи медицина çĕнĕ технологисемпе пуян, усал шыçăсене хирĕç тĕрлĕ препаратсемпе усă кураççĕ. Çапах та медиксем çивĕч ыйтăва хăйсем тĕллĕн татса параймаççĕ, ку чухне çыннăн хăйĕн сывлăхĕшĕн хăйĕн тăрăшмалла, тăтăшах сывлăхĕпе интересленмелле. Хăрушă чиртен сываласси пациент врач патне вăхăтлă пынинчен нумай килет.

Уйăхлăхăн тĕп тĕллевĕ – хĕрарăмсене çак чир пирки тĕплĕнрех ăнлантарса парасси, чи кирли – тăтăшах тĕрĕсленесси, сывлăха упрасси. Çак тĕллевпе районти тĕп больницăра тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ.

А.ЛАПШИН,
онколог врач.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code