Вторник, 16 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кашни ыйту пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă

Кашни ыйту пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă

Район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Леонард Левый райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ йăлана кĕнĕ тунтикунхи канашлура район пурнăçĕнчи кулленхи ыйтусене сÿтсе яврĕç.

…Леонард Васильевич кун йĕркинче сÿтсе явма палăртнă ыйтусенчен кăштах пăрăннине пурте çийĕнчех чухласа илчĕç. Юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри Ленинла Коммунистла Çамрăксен Союзне туса хунăранпа 100 çул çитрĕ. Ку юбилей нумай çыншăн – пысăк уяв. Мĕншĕн тесен комсомол историйĕ тĕлĕнмелле пуян, вăл пирĕн чун-чĕрере нумай лайăх ĕçпе те асра юлнă. Иртнĕ ырă вăхăтри яш-кĕрĕмĕн вĕренĕвĕпе канăвне, спортри ÿсĕмĕсене йĕркелесе пырассинче, çитĕнекен ăрăва ĕçе хăнăхтарассинче тата патриот туйăмне çирĕплетессинче комсомол организацийĕсем сахал мар ыйту татса панă. Унăн историйĕ студентсен строительство отрячĕсемпе кадрсене хатĕрлекен центр пулнипе те палăрса тăрать. Хальхи вăхăтра район экономикине тĕреклетес ĕçре тивĕçлĕ тÿпе хывакан, предприятисемпе организацисене ертсе пыракансенсенчен ытларахăшĕ те шăпах – ĕнер ВЛКСМ ретĕнче тăнă çынсем. Леонард Левый /вăл хăй те хастар комсомолецсен йышĕнчен/ ВЛКСМ членĕн сумлă ятне çÿлте тытнă, обществăшăн ырă ĕç тунă хастарлă та хыт утăмлă çĕршывăн хастар ачисене пысăк уяв ячĕпе саламларĕ, çамрăксене вĕсен ырă тĕслĕхĕпе кун-çул уттинчен юлмасăр, вут кайăклăн вĕçме – хавхаланса ĕçлеме чĕнсе каларĕ…

Иртнĕ канашлура хăш-пĕр ял тăрăхĕсен тата организацисен пуçлăхĕсене вырăнсенче пуçăннă объектсенчи ĕçсем вăраха кайни тата çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе, хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе çыхăннă çитменлĕхсем çинчен асăрхаттарнă. Çак ĕçсене шутлă кунсенче вĕçлеме хушса калани тÿрре тухнă-и? Курнавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Мартышкин Кĕçĕн Пăла юхан шывĕ урлă Кĕçĕн Шăхальтен Турхан ялне çуран каçса çÿремелли каçмана, çуркуннехи шыв-шур вăхăтĕнче пăр нумай каплана-каплана ларнине пула ванса-çĕмĕрĕлнĕскере, юлашки вăя пухса вĕçлеме пултарни çинчен пĕлтерчĕ. Çĕнĕ Пăваран Аслă Шăхаль ялне каçакан пысăк кĕпере юсассине «ДПМК «Яльчикское» сахал яваплă юлташлăх директорĕ Вячеслав Сядуков çак эрнере вĕçлеме шантарчĕ. Вăхăчĕ те васкама хистет, сивĕ çанталăкра çул-йĕр çинчи ĕçсене пысăк пахалăхпа пурнăçлаймăн. Вĕренÿ учрежденийĕсен çурчĕсене юсассин, «Комфортная городская среда» программăпа килĕшÿллĕн пурнăçлакан районти ытти ĕçсене те васкатмалли куç кĕрет. Леонард Левый çавăн пекех ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене вырăнти пуçарусем çинче никĕсленнĕ проектсен конкурсне хутшăнасси пирки те аса илтерчĕ. Документсене хатĕрлессин ĕçне васкатмалла, декабрь уйăхĕнче конкурс иртмелле.

Хăйсен умĕнчи яваплăха туйман, нумай хваттерлĕ çуртсенче малашне капиталлă юсав ĕçĕсене пурнăçлама уйăхсерен тÿлеме тивĕçлĕ взнос укçине регионри оператор шучĕ çине куçарма васкаман харпăрлăх хуçисен тĕлĕшĕпе те тепĕр хутчен калаçу тухрĕ. Федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн пурнăçлакан йĕркене пăхăнман çынсен тĕлĕшпе каçару çук, паллах, парăм вара кашни уйăхра ÿссе анчах пырĕ.

Пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕн начальникĕ Александр Сайкин тухса калаçнинчен те тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тăватпăр. Çулталăк пуçланнăранпа район территорийĕнче 15 пушар тухнă. Чи хăрушши – çынсем вилни. Кăçалхи тĕслĕхре те вут-çулăмра 5 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Пушарсен тĕслĕхĕсем ытларах уйрăм хушма хуçалăхсенче, вут-çулăмпа асăрханусăр пулнипе тухни çирĕпленет. Юлашки 2 эрнере те 2 пушар пулнă. Пĕри – Кармалта, тепри – Хăвăлçырмара.

Пушар асăрхавĕн ĕçченĕсем ял тăрăхĕсенче профилактика мероприятийĕсене йĕркелесси, уйрăм ушкăнри çынсемпе – пĕччен пурăнакан ватăсемпе нумай ачаллă е ăнăçсăр çемьесемпе тĕл пулса калаçасси йăлана кĕнĕ. Апла пулин те инкек куçа курăнса килмест, унăн алли те вăрăм.

Канашлу хыççăнах районти чрезвычайлă лару-тăру комиссийĕн ларăвĕ пулса иртрĕ. Комисси йышĕнчи ятарлă службăсен ĕçченĕсем, тĕпрен илсен, çак çивĕч калаçăва малалла тăсрĕç. Кун йĕркинче палăртнă тĕп ыйту та – 2018-2019 çулсенчи кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта район территорийĕнче пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессин тĕлĕшпе çирĕплетекен мерăсем çинчен пулчĕ. 44-мĕш номерлĕ Елчĕкри пушар хурал пайĕн начальникĕ Василий Григорьев хăш-пĕр ял тăрăхĕсенчи пушар хуралĕсем, кадрсен ыйтăвĕ, техника юсавсăрлăхĕ, пушар гидранчĕсене юсавлă тытасси пирки чарăнса тăчĕ. Аслă Таяпа ялĕнче пушар сÿнтерекен машина водителĕ пулма çын тупăнманни çинчен те комисси ларăвĕнче тепĕр хутчен сăмах тухрĕ.

Район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Виталий Рыбкин чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарассипе çак вăхăтчен пурнăçланă мероприятисем, палăртнă планпа килĕшÿллĕн кăçалхи ноябрĕн 8-9-мĕшĕсенче районта йĕркелесе ирттерме палăртнă командăпа штаб тренировки çинчен чарăнса тăчĕ. Чрезвычайлă лару-тăру комиссийĕн председателĕ Леонард Левый шкул ачисен кĕркуннехи каникулĕ пуçланнă май уйрăмах тимлĕ пулмалли, ашшĕ-амăшĕн, вĕрентекенсен хальхи вăхăтра юхан шывсенчи çÿхе пăр ултавлă пулнине ача-пăчана тĕплĕн ăнлантарса памаллине палăртса каларĕ. Унсăр пуçне, çын пурнăçне, ĕмĕр пухнă пурлăха сыхласа хăварассинче пĕр-пĕрне ăнланса пулăшассине кашниех хăйĕн таса тивĕçĕ вырăнне хумалла.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code