Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Ачасен пурнăçне сыхлар

Ачасен пурнăçне сыхлар

Çулсеренех республикăра вуншар ачан пурнăçĕ татăлать. Кăçал та тулашри сăлтавсене пула 41 ача вăхăтсăрах куçĕсене хупнă, вăл шутран – çулталăка çитмен 11 пепке. Ачан пурнăçĕ ашшĕ-амăшĕн айăпĕпе татăлни пушшех пăшăрхантарать.

Çемьере нихçан тÿрленми суран сиксе ан тухтăр тесен ашшĕ-амăшĕн тимлĕхе самантлăха та çухатмалла мар. Çак сĕнÿсене яланах асра тытмалла, вĕсене çирĕп пăхăнмалла:

– Кăкăр ачине нихăçан та килте пĕччен хăварма юрамасть. Ача пăхассине аслăрах ачасене те шанса ан парăр.

– Пепкĕре хăвăрпа пĕрле вырăн çине ан вырттарăр. Унпа юнашар çывăрса кайсан эсир ăна пусарма та пултаратăр.

– Кăшт кăна аяккине пăрăннă вăхăтра та ачана кипкелемелли сĕтел, диван, вырăн çине ан хăварăр, вăл ÿкес хăрушлăх çав тери пысăк.

– Пепкене ÿпне хурса çывăрттарма юрамасть. Ăна аяккăн хурса çывăрттармалла.

– Ача çывăракан кравате ăшăтакан батарейăсем, электричество приборĕсем çумне лартмалла мар. Ăшăтакан электричество приборĕсене сеткăпа хÿтĕлемелле.

– Ача çывăракан вырăн çине çемçе матрас, минтерсем хума юрамасть. Хытă матрас, минтер çукки пепкене çаврăнса кайса сывлайми пуласран сыхлать. Виçĕ уйăха çитичченхи ача сăмси çине япала ÿксен те пуçне çĕклеме тăрăшмасть, 10-15 çеккунт хушшинчех сывлама чарăнма пултарать.

– Уçă чÿречеллĕ пÿлĕмре те пепкесене çывăрттарса ан хăварăр. Пĕчĕк ачасем те чÿречерен ÿкес хăрушлăх питĕ пысăк. Шăпăрлансемшĕн форточкăсене уçни те çителĕклĕ.

– Пĕчĕкскерсене çăвăнтарнă чухне те самантлăха та пĕччен хăварма юрамасть. Пепкесене юхан шыв хĕрринче куçран ан вĕçертĕр. Çулла вĕсене картишĕнче е пахчара вĕрсе хăпартмалли бассейнсем лартса панă чухне те сыхлăха ÿстермелле.

– Пепкесене автомашинăпа лартса кайнă чухне ятарлă креслопа усă курмалла. Ăна кирлĕ пек, инструкципе килĕшÿллĕн, вырнаçтармалла.

Ача пурнăçĕ чи малтанах ашшĕ-амăшĕн аллинче. Хамăрăн тĕпренчĕкĕмĕрсене ырă та сывă пăхса ÿстересчĕ.

В.ГОРШКОВА,
районти ача-пăча тухтăрĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code