Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ачасене – право пулăшăвĕ

Ачасене – право пулăшăвĕ

Ĕнер, чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнче, районта ачасене право пулăшăвĕ памалли кун иртнĕ.

Кĕçĕннисен прависемпе интересĕсене, ирĕкĕсене хÿтĕлессипе çыхăннă ыйтусемпе ачасемпе тата ашшĕ-амăшĕпе Елчĕкри нумай функциллĕ центрти консультаци пунктĕнче кунти ĕçченсемпе пĕрле район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн специалисчĕсем, Елчĕкри полици пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенин инспекторĕ Людмила Егорова, Андрей Воробьев адвокат, Руфина Воронцова нотариус, Елена Романова педагог-психолог калаçнă. Елчĕк район администрацийĕн 8-мĕш тата 14-мĕш пÿлĕмĕсенче халăха Алена Арефьева, Ирина Алексеева специалистсем, район администрацийĕ çумĕнчи çула çитмен ачасемпе тата вĕсен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен комиссин секретарĕ Любовь Александрова йышăннă.

Халăха ытларах ачасен вĕренĕвĕпе, аталанăвĕпе, вĕсене тивĕçлĕ воспитани парассипе, ирĕкĕсемпе прависене хÿтĕлессипе çыхăннă ыйтусем кăсăклантарнă.

Е.ПЕТРОВА сăн ÿкерчĕкĕнче: Алена Арефьевăпа Ирина Алексеева /сулахайран 3-мĕш тата 4-мĕш/ халăха тĕрлĕ ыйтупа йышăнчĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code