Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çынлăха мала хуракан

Çынлăха мала хуракан

Сăмаха шухăшласа, теприне хисеплесе тата лăпкăн калаçакансем халăхра пысăк хисепре. Вашават утăмлă, яланах уçă та хавас кăмăллă, çынлăха мала хуракан Николай Малышкинпа район хаçатĕнче ĕçлеме пуçласан паллашма тивнĕччĕ. Вăл ун чухне район администрацийĕнче çамрăксемпе ĕçлекен тĕп специалистра тăрăшатчĕ. Унтанпа самай вăхăт иртрĕ, шăпа Николай Федоровичпа ĕçтешсем пулма та пÿрчĕ. «Елчĕк ен» хаçатра 13 çул тĕп редакторта тăрăшнă Николай Алексеев тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн кăçал çулталăк пуçламăшĕнче район хаçачĕн тилхепине тытса пыма Николай Федоровича шанчĕç. Ĕнер 60 çул тултарнă ĕçтешĕмĕрпе «Елчĕк ен» хаçатăн вулаканĕсене тĕплĕнрех паллаштарма сăлтав та тупăнчĕ.

– Тĕрлĕ должноçра ĕçлеме пÿрчĕ мана шăпа. Шупашкарти В.И.Чапаев ячĕллĕ завода хам ирĕкпе ĕçлеме вырнаçнисĕр пуçне ытти должноçсене пĕрне те алă тăратса йышăнман эпĕ, яланах пуçлăхсем сĕннипе пулса пычĕ, – тенĕччĕ вăл хаçата ĕçлеме килсенех.

Тăрăм ялĕнче Федор Гавриловичпа Александра Архиповна Малышкинсен туслă çемйинче кун çути курнă Николай. Ашшĕ таврара ăста платник, столяр пулнипе палăрнă. Ылтăн алăллăскер çынсене яланах пулăшма ăнтăлнипе /пуртă-мăлатук е ытти хатĕрсен авăрĕсене, сĕтел-пукан ăсталамалла, çава туптамалла, çăм атă тĕпне хумалла тата ытти те/ тăрса юлнă вăл халăх асĕнче. Федор Гаврилович витрене 1 тумлам шыв юхмалла мар тĕплеме пултарнипе те тĕлĕнтернĕ. Амăшĕ тăван хуçалăхра тăрăшнă. Карта тулли выльăх-чĕрлĕх тытнă Малышкинсем, 5 ачине те /3 хĕр те 2 ывăл/ мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса ÿстернĕ. Çуллахи вăхăтра сухан-севок, кăшман пайĕсем çинче çум çумланă, колхозри тата килти ĕçсене пурнăçлама хутшăннă, каçхине кĕтÿ янă хыççăн ĕне çитерме çÿренĕ ял ачи.

– Пирĕн вăхăтра ача-пăча урамра чупса çÿремен, колхоз уйĕнче, йĕтем çинче анчах курма пулнă вĕсене. Василий Скворцов юлташăмпа иккĕмĕш класс хыççăнах лаша кÿлме хăнăхрăмăр. Çуллахи вăхăтра ирех тăраттăмăрччĕ те тÿрех юратнă Гнетка лаша патне васкаттăмăрччĕ. Хирте тăрăшакансем патне шыв турттарасси пирĕн тĕп тивĕç шутланнă.

Тăрăм шкулĕнче 8 класс таран вĕреннĕ хыççăн 2 çул Елчĕке ăс пухма çÿренĕ çамрăк, шкултан вĕренсе тухсан И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче пĕлÿ илнĕ. Çар тивĕçне Баку çар округĕнче пурнăçланă. Ачаранах çырас енне туртăннă Николай /районта тата республикăра тухса тăракан хаçатсенче 7-мĕш класранах пичетленме пуçланă вăл/ çар корреспонденчĕсен шкулĕнче куçăмсăр майпа вĕреннĕ, «На страже» хаçатра салтаксен пурнăçне çутатса тăнă. Хĕсметрен таврăнсан каллех В.И.Чапаев ячĕллĕ заводра рабочи пулса ĕçленĕ, кунтах хăйĕн ирĕкĕпе партине кĕнĕ. Мăшăрланнă хыççăн тăван тăрăха таврăннă, «Колхоз ялавĕ» хаçатра парти пурнăçĕн пайĕн корреспондентĕнче ĕçлеме пуçланă. Шкул хыççăнах Александр Сорокин комсомол секретарĕ ертсе пынипе «Комсомол прожекторĕ» кăларса тăма хутшăннă, малта пыракан ĕçченсене хавхалантарса вĕсен çитĕнĕвĕсене çутатса пынă çамрăкшăн хаçат ĕçĕ ют пулман. Кунта 2 çул çурă тăрăшсан КПСС райкомĕн пропагандăпа агитаци пайне инструктор должноçне сĕннĕ хастара, унтан политвĕренÿ кабинечĕн заведующийĕ пулма çирĕплетнĕ. КПСС райкомĕн 2-мĕш секретарĕ Клавдия Леонтьева, Елена Пчелова библиотекарь чылай вĕрентсе тата пулăшса пынине аса илет вăл. 1987 çулта август уйăхĕнче Николай Федоровича комсомол пленумĕнче 3 кандидатран альтернативлă майпа ВЛКСМ райкомĕн пĕрремĕш секретарьне суйланă. Шаннă тивĕçе пысăк хавхаланупа пурнăçлать çамрăк. Районти яш-кĕрĕмпе пĕр чĕлхе тупса, вĕсен интересĕсене тата шухăш-кăмăлне мала хурса тĕрлĕ мероприяти йĕркелеме хутшăнать вăл. Кунта 3 çул тăрăшсан Чулхулари социаллă политика институтне вĕренме яраççĕ ертÿçĕне.

Каярах 10 çул çурă Тăрăм шкулĕнче директорта, 9 çул район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн тĕп специалистĕнче, 7 çул Аслă Елчĕк шкулĕнче директорта тăрăшнă. Кирек ăçта ĕçлесен те яваплăха çирĕп туйнăран, ĕçе пахалăхлă пурнăçланăран, хăйĕн интересĕсенчен мала хурса обществăлла ĕçре чун киленĕçĕ тупнăран халăх хушшинчи чыс-хисепĕ хушăнсах пынă унăн. Обществăлла ĕç тенĕрен, чылай çул райадминистраци çумĕнчи çамрăксемпе тата вĕсен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен комиссин, «Единая Россия» партин вырăнти канашĕн секретарĕнче тăрăшнă. Хальхи вăхăтра Елчĕк ял тăрăхĕн депутачĕсен пухăвĕн депутачĕ, Чăваш наци конгресĕн Мăн Канаш членĕ, асăннă конгресăн районти уйрăмĕн, районти тавра пĕлÿçĕсен канашĕн ертÿçи, Раççей журналисчĕсен пĕрлешĕвĕн членĕ. Ĕçе чун-чĕрепе парăннăскер сахал мар наградăна тивĕçнĕ. Чи сумлисен йышĕнче – Чăваш Республикин, Чăваш Патшалăх Канашĕн Хисеп хучĕсем, Чăваш Ен Пуçлăхĕн Тав çырăвĕ, Г.Н.Волковăн тата патриотла хастар ĕçшĕн тивĕçнĕ медальсем тата ытти те.

Николай Малышкина таврара илемлĕ саслă юрăç пулнипе те лайăх пĕлеççĕ. Унăн йăхĕнче музыкăна юратакансем çук мар: ашшĕ çамрăк чухне вăйçă пулнă, Галя аппăшĕ те хут купăспа вылять. Вĕсене курса кĕвĕ-çемĕ юратаслăх ачаранах вăй илнĕ чунĕнче. Ахальтен мар çамрăк чухне юрăç пулма ĕмĕтленнĕ Николай. Ÿсе киле Елчĕкри искусство шкулĕнчи музыка преподавателĕнче тăрăшакан Леонид Данилов патне сукмак хывнă. Вăл тата Анатолий Сыков музыкантсем ăна кĕвĕ уйрăмлăхне тата илемне туйма хăнăхтарнă, сĕнÿсемпе пулăшса аталантарса пынă. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем Зинаида Вороновăпа Галина Московская районта «Варкăш» ансамбль йĕркелесе яни район пурнăçне хăйне евĕрлĕ варкăш кĕртнĕ. Николай кунта солист пулса юрлама пуçланă – янăравлă, тарăн шухăшлă юрăсене кăмăллаканскер куракана хăйĕн пултарулăхĕпе кĕске вăхăтрах тыткăнланă, юратнă та кĕтнĕ юрăç пулса тăнă. Пысăк пултарулăхне пула вăл Пĕтĕм Союзри Халăх пултарулăхĕн II фестивалĕн лауреачĕ ятне тивĕçнĕ. Çав çулсенче Николай Федорович хăй те районти «Янра, хут купăс» конкурса пуçарса янă, ăна тĕрлĕ ялсенче йĕркеленĕ май хăех ертсе пынă. Кунта çулсеренех пултаруллă вăйçăсене явăçтарса пыни конкурсăн пĕлтерĕшне тата сумне ÿстерсех пынă.

– Вячеслав Захаров, Сергей Цыганов /йывăр тăпри çăмăл пултăр/ юлташăмсемпе пĕрле районти ялсем тăрăх пĕрре анчах мар ыр кăмăллăх концерчĕсем йĕркелеме тÿр килчĕ пире, вĕсенче пуçтарăннă укçа-тенке тăлăх ачасене куçарса параттăмăрччĕ, – вăл вăхăта ăшшăн аса илет Николай Федорович.

Тĕлĕнетĕн, мĕнле пĕр çынра пĕтĕм ырă ен вăй илме пултарнă? Журналист, çыравçă, сăвăç /унăн сăввисенчен Вячеслав Захаров тата Леонид Данилов юрăсем хывнă/, юрăç, спорт комментаторĕ, конферансье, донор… Списока тата та тăсма пулать. Тунă çитĕнÿсемпе лăпланса лармасть 6 теçеткене хыçа хăварнăскер, çывăх вăхăтра тепĕр кĕнекине кун çути кăларас ĕмĕтлĕ. Сăмах май, унăн кĕнекисене халăх юратса вулать. 2000 çулта «Елчĕк енĕн пултарулăх çыннисем» кĕнеки пичетленсе тухсан район халăхĕ питĕ савăнчĕ. Халĕччен тĕрлĕ сферăра палăрнă ентешĕмĕрсем çинчен нумай çĕннине пĕлтерчĕ вăл. Афганистан Республикинче интернационалла тивĕçе чыслăн пурнăçланă, çак вăрçăра пуçĕсене хунă тата аманса таврăннă салтаксене пĕр тĕвве пухса «Чыслăх салтакĕсем» ятпа кăларнă кĕнекене те пурте хапăлласах йышăнчĕç, кун евĕр кĕнеке районта анчах мар, республикăра та пĕрремĕш хут пичетленнине палăртрĕç. «Елчĕк районĕн кĕске энциклопедине» хатĕрлес ĕçе те активлă хутшăнчĕ Николай Федорович. Тĕрлĕ вырăнта тăрăшнă вăхăтра «Елчĕк ен» хаçатпа та туслă çыхăнăва çухатмарĕ вăл, хăйĕн çивĕч темăллă хайлавĕсемпе вулакана савăнтарсах тăчĕ тата тăрать те.

– Хăй хыççăн ырă йĕр хăварас тесен мĕнлерех пулмалла çыннăн?

– Чи малтанах хамăрăн вăя шанмалла, тепри туса парасса кĕтмелле мар. Çынпа çынлăхлă, тÿрĕ те таса чунлă пулмалла, кирек кампа та уççăн калаçмалла. Лару-тăрăва тĕрĕс ăнланас тесен чылай чухне хамăра теприн вырăнне лартса пăхма пултармалла. Шаннă ĕçе е тивĕçе кăмăл хушнă пек пурнăçламалла. Чи кирли – сывлăхшăн тăрăшмалла. Яланах лайăххине, ыррине шанмалла, илеме курма тата туйма пĕлмелле, – тет вăл яланхи евĕр ăшă та кăмăллă, ырă сунакан куллипе çуталнă май.

Сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пырать ĕçтешĕмĕр, çулла куллен ирех тăрса çуран утать-чупать, хĕлле йĕлтĕрпе ярăнать. Хастарлăхĕпе тепĕр çамрăкран та ирттерекенскер пуриншĕн те ырă тĕслĕх пулса тăрать. Яланах çамрăксемпе ĕçленĕскер, яшсемпе хĕрсене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма пулăшса сахал мар мероприяти йĕркеленĕ, вĕсене район тулашĕнче иртекен ăмăртусене хутшăнма, пурнăçра хăйсен вырăнĕсене тупма хавхалантарса тата пулăшса пынă.

Николай Федорович хисеплĕ мăшăр, ырă чунлă атте, ăш пиллĕ кукаçи тата асатте. Мăшăрĕпе, Валентина Петровнăпа, 4 ачипе, 7 мăнукĕпе савăнса малашлăха шанăçлăхпа пăхаççĕ.

Елена ПЕТРОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: Николай Малышкин.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code