Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Театр — куҫҫульпе кулă шкулĕ, ирĕклĕ трибуна

Театр — куҫҫульпе кулă шкулĕ, ирĕклĕ трибуна

«Театр — куҫҫульпе кулă шкулĕ, ирĕклĕ трибуна, ҫынсем унăн пулăшăвĕпе  кивелнĕ тата суя морале тăрă шыв ҫине кăларма, чĕрĕ тĕслĕхсемпе усă курса этем чĕрин тата этем чунĕн ĕмĕрхи саккунĕсене ăнлантарма пултараҫҫĕ. Халăх, хăйĕн театрне ҫĕклеме пулăшманскер, е вилнĕ, е вилес патне ҫитнĕ. Енчен те театр, куҫҫулĕпе е кулăпа общество таппине, истории таппине, хăйĕн халăхĕн драмине тата тăван пейзажăн, наци чĕмĕн чăн-чăн тĕсĕсене уйăрса илме пултараймасть тăк – вăл театр ятпа ҫӳреме тивĕҫлĕ мар»,- тенĕ  Ф.Г.Лорка.

2019 ҫул — Театр ҫулталăкĕ. Ҫавна май Патреккелти культура çуртĕнче вулавăшпа пĕрле  «Театр — манăн пурнăҫăм» ятпа Театр ҫулталăкне уҫнине паллă турĕҫ.

Чăваш театрĕн историйĕ, кун-ҫулĕ, паллă артистсем ҫинчен  ҫырнă кĕнекесемпе Людмила Зайцева библиотекарь паллаштарчĕ.  Чăвашсен пĕрремĕш киноактрисси Тани Юн «Иртнĕ кунсем — ҫулсем» кĕнекинче чунне ыраттарса, чăваш малашлăхĕ мĕнле пулассине сиссе-туйса ҫырнă. Тани Юн ячĕ чăваш искусствинче мăнаҫлăн янăрать. Вăл театр сцени ҫинче чаплă сăнарсем калăпланă, «Чăвашкино» тата «Востоккино» студисем ӳкернĕ фильмсенче  тĕп рольсем вылянă. 1903 ҫулхи январĕн 28-мĕшĕнче ҫуралнă  паллă актриса ҫак кĕнекере хăйĕн ачалăхĕпе ҫамрăклăхне, искусство ĕҫĕнчи телейлĕ самантсемпе йывăрлахсене аса илет.

Анна Железковăн «Надежда Павлова»  кĕнекипе пллашнă май Чăваш Республикин  тата Раҫҫей Федерацийĕн  культура тава тивĕҫлĕ ĕҫченĕ Геннадий Борисов тĕнчипе паллă Пысăк театрăн солисткипе,  пирĕн ентешпе Надежда Павлова балеринăпа тĕл пулни ҫинчен каласа кăтартрĕ.

Елчĕк районĕ  пултаруллă çынсемпе палăрса тăрать. Тĕлĕнмелле талантлă сцена ăсти, чăваш халăх артисчĕн Игнатий Молодовăн асаилĕвĕсене «О театре и о себе» кĕнекере пичетлесе кăларнă. Кĕнеке хуплашки ҫинче эпир Игнатий Осипович нумай ҫул ĕҫленĕ Академи драма театрӗн сăн ӱкерчĕкĕсене куратпăр. Кĕнекене уҫнă май артистăн кĕске биографийĕпе паллашатпăр. Молодовсен пурнăҫ йăх-никĕсне куратпăр.

СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев паллă режиссер кĕнеке валли ҫырнă умсăмахĕпе, СССР халăх артистки Вера Кузьминапа Василий Митта писатель асаилĕвĕсемпе палашатпăр. Игнатий Молодов тĕрлĕ рольсенче вылянă сăн ӱкерчĕксене кĕртсе хăварнă. Шупашкарти театр техникумĕнче вĕреннĕ вăхăтрах артистăн талантне асăрхаççĕ. Ăнăçлă вылянине кура яваплă сăнарсене калăплама явăçтараççĕ. «О театре и о себе» кĕнекери асаилӱсенче автор хăй ҫинчен кăна мар, чăваш театрĕпе ĕҫ коллективĕ пирки уҫăмлăн та тĕплĕн каласа панă. Ҫавна май вăл К.В.Иванов ячĕллĕ академи драма театрĕн историйĕн уйрăлми пайĕ пулса тăрать.

 Раҫҫей Федерацийĕн тава тивĕҫлĕ артистки, пирӗн ентеш Вера Голубева хайĕн «Асанне юмахĕсемпе» ачасен чĕрисем патне ҫул тупнă. Ольга Миллина  воспитательницăпа ҫамрăк вулакансем куравпа паллашнă хыҫҫăн тĕрлĕрен юмахсем вулама  кăмăл турĕҫ.Альбина Теплова культорганизатор тĕрлĕрен спектакльсем лартнă чух усă курмалли  реквизитсем хатĕрлесе мастер-класс ирттерчĕ.Николай Карамаликов, Борис Клементьев, Галина Можаева, Тамара Захарова  тата ытти  вулакансем  Театр ҫулталăкĕнче халăх юратакан театр артисчĕсемпе чылайрах тĕлпуласса ĕмĕтленнине палăртрĕҫ.

Иртнĕ ĕмĕрте театр халăх пурнăҫĕнче пысăк вырăн йышăннă. Аслă ҫулхисем паян та Елчĕк районĕнчи клубсен  сцени ҫинче тĕрлĕ сăнарсем калăпланă  Алексей Стахеев, Владимир Васильев, Геннадий Мальков, Зинаида Воронова, Борис Щипцов, Любовь Романова, Александр Молодов «артистсене» ырăпа аса илеҫҫĕ. Ҫĕнĕ технологисем вăй илсе пынă май ял халăхĕ те театр ҫулне такăрлатмасть. 

Раҫҫей тата Чăваш Республикинче 2019 ҫула Театр ҫулталăкĕ тесе йышăннине халăх ырласа йышăнчĕ. Ырă та ĕҫчен, сăпайлă, профессине парăнса, тĕллевсене пурнăҫлассишĕн ăнтăлса ĕҫлекен театр артисчĕсене ял халăхĕ ырă сунса кĕтет.

Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная библиотечная система Яльчикского района Чувашской Республики»

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code