Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тăшмана тытса чарнă

Тăшмана тытса чарнă

Февралĕн 23-мĕшĕнче çулсерен Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне уявлатпăр. Маларах ăна Совет Çарĕн кунĕ тесе паллă тăваттăмăрччĕ.

Историне таврăнас пулсан вара çакă паллă. 1917 çулхи октябрь уйăхĕн вĕçĕнче Петроград хулинче лару-тăру лăпкă пулман. Петроградра Хĕллехи двореца штурмланă тата Вăхăтлăх Правительствăн министрĕсене арестленĕ вăхăтрах Смольнăйра Пĕтĕм Раççейри советсен II съезчĕ ĕçленĕ. Çак съездра рабочисемпе хресченсен правительствин пĕрремĕш декречĕсене: мир тата çĕр декречĕсене йышăннă. Съезд çавăн пекех рабочисемпе хресченсен правительствине, Халăх Комиссарĕсен Канашне туса хунă. Председатель пулма В.И.Ленина çирĕплетнĕ.

Çак съездрах мĕн пур патшалăха вăрçа чарса лартма чĕнсе каланă. Антанта Союзне кĕрекен патшалăхсем Совет правительстви чĕнсе калани çине хурав паман.

Германи вăрçа чарса лартас пирки калаçусем пуçарма килĕшнĕ, çав вăхăтрах нимĕçсен çарĕ тытса илнĕ Польша, Литва, Латви тата Белорусси çĕршывĕсен пысăк пайĕсене Германи патшалăхне кĕмеллине пĕлтернĕ. Çавăн пекех нимĕçсем Украина çĕрĕ çинче хуçа пулмалла тесе условисем тăратнă.

Вăл вăхăтра Брест хулинче Германипе пирĕн çĕршыв хушшинче калаçусем ирттерме Совет делегацийĕ пырса çитнĕ. Делегацине ют çĕршыв ĕçĕсен халăх комиссарĕ Л.Д.Троцкий ертсе пынă. Халăх Комиссарĕсен Канашĕн председателĕ В.И.Ленин мирлĕ килĕшÿ çине алă пусма хушнă пулсан та, Л.Д.Троцкий ун çине алă пусма килĕшмен. Нимĕçсене çакă кăна кирлĕ пулнă.

Февраль уйăхĕн 18-мĕшĕнче Рига заливĕнчен пуçласа Дунай юхан шывĕ таран пĕтĕм фронт сарлакăшĕпех нимĕç çарĕн дивизийĕсем Киев, Петроград, Мускав хулисем еннелле тапăнса кĕнĕ. Вĕсене хирĕç тăма пирĕн çарсем те пулманпа пĕрех. Патша çарĕ вăл вăхăт тĕлне саланса кайнă. Унта та кунта анчах хăш-пĕр çар подразделенийĕсем тăрса юлнă пулнă. Çав вăхăтра Хĕрлĕ Çара йĕркелеме анчах пуçланă.

Нимĕçсем Мускавпа Петроград хулисем çине тапăнас тĕллевпе питĕ хăвăрт куçса пыни çамрăк Совет патшалăхĕ умне пысăк хăрушлăх кăларса тăратнă.

Февралĕн 22-мĕшĕнче ир-ирех Петроград, Мускав, Тверь, Ярославль, Харьков тата ытти хуласенче пурăнакансем завод гудокĕсем, сиренăсем кăшкăртнипе вăранса кайнă. Рабочисем васкаса заводсене тухса чупнă. Кашни хулари заводсен цехĕсенче кĕске митингсем пулса иртнĕ. «Пурте революцие хÿтĕлеме!», «Пурте алла хĕç-пăшал тытар!» тесе чĕнсе каланине шута илсе рабочисем Хĕрлĕ Çара çырăнма пуçланă.

Алла хĕç-пăшал илнĕ хыççăн Хĕрлĕ Çар отрячĕсем хĕвел анăç фронтне нимĕç çарĕсемпе çапăçма тухса кайнă. Мускав хулинчи 60 пин, Петроградра 40 пин çын Хĕрлĕ Çар ретне тăнă, çавăн пекех ытти хуласенче те отрядсем йĕркеленĕ.

Çак сивĕ тăманлă нарăс кунĕсенче Псков тата Нарва хулисем çывăхĕнче тин йĕркеленнĕ Хĕрлĕ Çар отрячĕсем хаяр çапăçусенче нимĕç дивизийĕсене тытса чарнă. Петроград хули патне çывхарса пыракан нимĕç дивизийĕсене те малалла кайма паман.

Çапла вара Хĕрлĕ Çар çак хĕрÿ çапăçусенче малтанхи вăрçă ĕçĕн опытне илнĕ. Февралĕн 23-мĕшĕ Совет Çарĕн кунĕ пулса тăнă.

Н.АЛЕКСАНДРОВ.
Çĕнĕ Арланкасси ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code