Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Смотр-конкурсра

Смотр-конкурсра

Елчĕкри централизациленĕ клуб тытăмĕн сцени çинче «Хавхалану çăлкуçĕсем» смотр-конкурсăн уяв концерчĕ иртрĕ.

Вăл Елчĕкри халăх театрĕн «Шăпчăк килчĕ пахчана» спектаклĕпе уçăлчĕ. Унтан искусство шкулĕн домрисчĕсем, гитарисчĕсем, ачасемпе преподавательсен пĕрлештернĕ оркестрĕ илемлĕ юрă-кĕвĕпе, «Вдохновение», «Шевле» ташă ушкăнĕсен илĕртÿллĕ ташшисемпе тыткăнларĕç.

Ветерансен «Туслăх» хорĕ чăваш халăх юррисене шăрантарчĕ.

Смотр-конкурс Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ умĕн иртнĕрен арçынсене халалланă юрăсем те нумай янăрарĕç. Иван Шурбин, Петр Козлов, Зинаида Чернова, Е.Бариновăпа Р.Федорова, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Лидия Траншкина, Сергей Баранов, Дарья Степанова, «Веснянки», «Янра, юрă» ансамбльсем уяв программине илем кÿчĕç. Район администрацийĕнче йĕркеленнĕ «Россияночка» ансамбль «Россия» юрра питĕ ăста шăрантарчĕ.

В.АЛЕКСЕЕВА.

Сăн ÿкерчĕкре: сцена çинче – П.Козловпа И.Шурбин.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code