Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ырă тĕслĕхĕсене палăртас, хавхалантарас тата сарас тĕллевпе 2017 çултанпа Пĕтĕм Раççей шайĕнче «Чи лайăх муниципаллă практика» конкурс иртет.
Унăн регион тапхăрĕнчи тупăшăвĕнче Елчĕк муниципалитет округĕ те палăрнă. Вăл икĕ номинацире — «Укрепление межнационального мира и согласия, реализация иных мероприятий в сфере национальной политики на муниципальном уровне» тата «Градостроительная политика, обеспечение благоприятной среды жизнедеятельности населения и развитие ЖКХ» — 2-мĕш вырăн йышăннă.
Аса илтеретпĕр: пирĕн округ пĕлтĕр пилĕк номинацирен 4-шĕнче палăрнăччĕ.

