Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Поздравления > Поздравления с Днем работников бытового обслуживания населения и жилищно-коммунального хозяйств

Поздравления с Днем работников бытового обслуживания населения и жилищно-коммунального хозяйств

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн тата халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерессин хисеплĕ ĕçченĕсем!

Сире професси уявĕпе саламлатăп!

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен предприятисен коллективĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ тата яваплă ĕç пурнăçлаççĕ: халăха куллен хăтлăхпа тивĕçтереççĕ.

Республикăра коммуналлă инфратытăма аталантарассине, çурт-йĕр фондне çĕнетессине, энерги перекетлекен технологисене ĕçе кĕртессине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Общество хутлăхне аталантарма, çуртсен картишĕсене йĕркене кĕртме, çулсене юсама нумай укçа хываççĕ. Коммуналлă тытăма уйрăм çынсен инвестицийĕсене явăçтарма тата конкуренцие вăйлатма майсем туса параççĕ.

Малашне те пирĕн ĕçченсем хăйсен професси ăсталăхне ÿстерсе, умри тĕллевсене ăнăçлă пурнăçа кĕртсе пырасса шанса тăратăп.

Сире ĕçе чунпа парăннăшăн тав тăватăп. Çирĕп сывлăх, телей, ырлăх, çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунатăп!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                     Михаил Игнатьев

 

 

Халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхсен хисеплĕ ĕçченĕсем!

Сире чĕререн професси уявĕпе саламлатпăр!

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата халăха йăла ыйтăвĕсемпе тивĕçтерекен предприятисен ĕçченĕсем яваплă та пуриншĕн те пĕлтерĕшлĕ ĕç пурнăçлаççĕ. Эсир вăхăтлă панă пулăшу пурнăçри йывăрлăхсене çийĕнчех тÿрлетме май парать, пысăк инкексенчен сирет.

Юлашки çулсенче коммуналлă инфратытăма аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ, çынсен пурнăçне çăмăлрах тата меллĕрех йĕркелеме майсем туса параççĕ. Асăннă служба ĕçченĕсем çак çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртессипе яваплă пулса тăраççĕ.

Малашне те хăвăр ĕçĕре яваплăха туйса, тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласса шанса тăратпăр, çăмăл мар ĕçĕрте ăнăçу, çитĕнÿсем, пурнăçра ырлăх-сывлăх, телей сунатпăр.

Елчĕк район пуçлăхĕ                                                  И.И.ВАСИЛЬЕВА

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ                  Н.П.МИЛЛИН

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code