Четверг, Октябрь 29, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Эпĕ – инспектор»

«Эпĕ – инспектор»

Производствăри инкексен хисепне, сусăрланнин тĕслĕхĕсене чакарас тĕллевпе хальхи вăхăтра Раççей шайĕнче çирĕплетнĕ тĕллевлĕ хушма мерăсем те сахал мар.

Вĕсенчен пĕри мобильлĕ телефонпа усă курса пурнăçлама май паракан «Эпĕ – инспектор» тÿлевсĕр хушăм. Çапла майпа кирек хăш гражданин ĕç сыхлавĕн йĕркисене сĕмсĕррĕн пăсакан предприяти-организаци ĕçне «тăрă шыв çине» кăларма пултарать. Çын пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратакан тĕслĕхсене малтан телефон çине ÿкерсе илмелле тата унта сыхласа хăвармалла. Ăна Федерацин патшалăх ĕçлев службине çитермелле. Контрольпе асăрхав ĕçне йĕркелесе тăракан çак орган çынсен хăрушсăрлăхне асăрхаттарас тĕллевпе тивĕçлĕ йышăнусем тăватех.

Мобильлĕ тÿлевсĕр хушăмпа усă куракансем укçа-тенке вăхăтра тÿлеймен ĕç паракан тĕлĕшпе те ыйту тăратма пултараççĕ. Унтах ытти темăсене – ĕç укçинчен тытса юлнин, палăртнă вăхăтран ытларах, ĕç кунĕ шутланман, кану кунĕсенче ĕçленĕшĕн хушса тÿлеменнин, ĕç паракан законодательствăпа палăртнинчен каярах тÿленин ыйтăвĕсене те хускатма майсем пур. Унсăр пуçне, предприяти-организаци сотрудникĕсем ĕç паракан ĕç вырăнĕнче пулнă инкеке пытарнин тĕслĕхне те телефон урлă кирлĕ çĕре çитерме пултараççĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code