Четверг, 1 декабря, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕр ыйтăвĕ Аслă суда та çитерет

Çĕр ыйтăвĕ Аслă суда та çитерет

Ял çыннисене – тырă, хуçалăха – тыр-пул туса илмелли пай çĕрĕсем. Кунта ним япăххи те çук – çакнашкал меслет пирки анлă сарăлнă «схема» темелле. Шел пулин те, çиелтен пăхма анчах ансат иккен. Сăмах – Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнчи çынсен пай çĕрĕсем пирки. Россельхознадзор специалисчĕсем çав лаптăксене иртнĕ çулхи юпа уйăхĕнчех тĕрĕсленĕ пулин те ял çыннисем пăнчă лартасшăн мар-ха.

Темиçе çул каялла унта 44 çынна пĕр лаптăкрах пай çĕрĕсем уйăрса панă. Хăшĕ-пĕри вĕсене ятран уйăрса илнĕ. Ытларахăшĕ хăйсене тивĕçекен лаптăксене «Родина» хуçалăха арендăна панă. Килĕшсе татăлнă пек – çĕрпе усă курнăшăн хуçалăх пайçăсене çулсерен тырă парса тăнă – икĕ еншĕн те меллĕ пулнă.

Анчах килĕшÿ сăмах вĕççĕн анчах пулнă. Ирĕксĕрех: «хутсăр эсĕ нăрă вырăнĕнче кăна» текен каларăш аса килет. Россельхознадзор представителĕсем тĕрĕслевпе килсен алăра аренда килĕшĕвĕ пулманнине кура ыйту çине ыйту сиксе тухнă. Тĕлĕнмелле те, анчах çак тĕрĕслев пулман пулсан пайçăсем хăйсен çĕрĕсене çум курăк хупланине хăçан пĕлнĕ пулĕччĕç-ши; Ял çыннисем хăйсен пайĕсене курма инспекторсемпе пĕрле кайнă. Унта вара мăян та пиçен кăна çитĕннĕ. Ял çыннисем çак çĕрсене арендăна панă тесе çирĕплетеççĕ. Апла пулсан аренда килĕшĕвĕ пулмалла. Пайçăсем вырăнти хуçалăх ертÿçине шанса çĕре ăна арендăна панине пĕлтереççĕ. Вĕсем вара хуçалăх лаптăкпа усă курманнине пĕлмен те иккен.

Ял халăхĕ килĕшĕве БТИре регистрацилемелле пулнине те пĕлмен. Саккунпа килĕшÿллĕн арендăна панине ĕнентерекен документ вăхăчĕ пĕр çулталăкран иртет пулсан, ăна БТИре регистрацилемелле. Хуçалăх ертÿçи вара çак йĕркене шута илмен пулас – арендăна панине ĕнентерекен хут çук.

Патшалăх инспекторĕ Александр Андреев ăнлантарнă тăрăх, куçман пурлăхăн пĕрлехи патшалăх реестрĕнче те асăннă объект кăтартăвĕсем, унăн харпăрлăх правине регистрациленине, асăннă çĕр пайне тепĕр алла панине пĕлтерни пулман. Апла пулсан, лаптăкшăн çĕр хуçисем яваплă пулса тăраççĕ. Пулăхлă тăпрана хыт хура пусса илни, ăна япăхтарса яни – пайçăсен айăпĕ.

Хăш-пĕр пайçă Россельхознадзор йышăнăвне хирĕçлесе район судне те çăхав çырнă. Çĕнĕ çулччен суд ларăвĕ 4 хутчен пулса иртнĕ. Нумаях пулмасть çак ĕçе республикăн Аслă сучĕ тишкернĕ. Суд федерацин надзор ведомствин йышăнăвĕсене вăйра хăварнă. Патшалăх инспекторĕ асăннă категорие кĕртнĕ çĕрсемпе тĕллевлĕн, саккун хушнă пек усă курмалли пирки тепĕр хут аса илтерет: «Ял хуçалăх çĕрĕсемпе усă курмалли требованисене РФ Çĕр кодексĕн 12 статйипе, çавăн пекех 13 статйин 1-мĕш пайĕпе, 42 статйипе, 78, 79 статйисен 1-мĕш пайĕсемпе, федерацин «Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен пулăхлăхне тивĕçтерессине патшалăх енчен йĕркелесе тăрасси çинчен» саккунĕн 101 статйипе çирĕплетнĕ. Çĕр лаптăкĕсен хуçисен, арендаторсен çав çĕрсем çинче агротехникăпа агрохими, фитосанитари ĕçĕсене туллин пурнăçламалла: сухаламалла, им-çамламалла, çум курăкпа кĕрешмелле, ытти мероприятисене пурнăçламалла».

Ваттисем çĕршĕн ятлаçма-сăмахлама хушман, анчах калаçмасăр та май çук. Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнче пурăнакансен тĕслĕхĕнче саккун требованийĕсене пĕлменни ура хунă темелле. Çĕр ыйтăвĕ вара хальхи вăхăтра нумай çынна канăç памасть. Çакна Россельхознадзора уйрăм çынсенчен килекен çырусем те çирĕплетеççĕ. Иртнĕ çул 120 çыру пулнă, кăçал та унран кая пулмасса пĕлсе тăратпăр. Халăх пăшăрханать: çулталăк пуçланнăранпа çĕрпе тĕллевлĕ усă курманни, уйсене сиенлĕ тислĕк тухса тăкни, лаптăксене строительство материалĕсемпе хупласа хуни пирки çынсем çине-çинех пĕлтереççĕ. Инспекторсем вара: «Пĕр ыйту те тимлĕхсĕр юлмĕ», – тесе шантарсах калаççĕ.

Н.ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code