Четверг, Октябрь 29, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пулăшма васкаççĕ, шанчăк кÿреççĕ

Пулăшма васкаççĕ, шанчăк кÿреççĕ

Районти социаллă сферăн хисеплĕ ĕçченĕсем хăйсен професси уявне савăнăçлă лару-тăрура паллă тума тĕп библиотекăн вулав залне пуçтарăннă. Кунта вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ăшшăн саламланă. Вăл социаллă сферăн ĕçченĕсем пурнăçра пархатарлă та çынлăхлă профессие суйласа илнине, уйрăмах йывăр лару-тăрура пурăнакан, сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшак çынсене пысăк тимлĕх уйăрнине палăртнă.

Чăннипех те, социаллă ĕçченĕн тĕп пахалăхĕ – ырă кăмăллăх, ыттисен нуши-тертне чун-чĕрепе туйни, вĕсене ăнланса май пур таран пулăшма тăрăшни, йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ çынсене хÿтлĕхпе тивĕçтерни… Николай Петрович ĕçе тивĕçлипе тата тÿрĕ кăмăлпа, ăшпиллĕхпе пурнăçлакан харсăрсене район администрацийĕн Тав хучĕпе, хăйсен ĕçтешĕсене тĕрлĕ службăсен ертÿçисем саламласа Хисеп грамотисем парса чысланă.

Иван Шурбин баянистпа Сергей Баранов юрăç социаллă хÿтлĕх службин хисеплĕ ĕçченĕсене илемлĕ юрăсем парнеленĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: Н.Миллин районти соцработниксемпе.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code