Суббота, Декабрь 7, 2019   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ачашăн паракан пособи

Ачашăн паракан пособи

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан власть органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе иртнĕ эрнере ирттернĕ канашлура 1,5 çултан пуçласа 3 çулчченхи ачашăн паракан пособие ÿстерессипе çыхăннă ыйтăва та сÿтсе яврĕç.

Хальхи вăхăтра çак ÿсĕмри пепкешĕн 50 тенкĕ параççĕ. Пособие регионти ачана пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçепе танлаштарасшăн. Ку пулăшăва çемьери кашни çыннăн вăтам тупăшĕ çитĕннĕ çынна пурăнма кирлĕ 1,5 е 2 виçерен ытла мар пулсан /халĕ 2 вариантне те сÿтсе яваççĕ/ çемьесем илме пултарĕç. Асăннă саккун проектне Патшалăх Думине тăратнă. ЧР ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев пĕлтернĕ тăрăх – Чăваш Енре паянхи кун 22 пин çемьере 1,5-3 çулсенчи ачасем пур. Çав шутран 12-13 пин çемье асăннă пулăшăва илме пултарĕ. Çак тĕллевпе тата 1,3 миллиард тенкĕ кирлĕ пулать. Михаил Игнатьев ку тÿлевсене кирлĕлĕх принципне тĕпе хурса парассине палăртрĕ.

И.КЛЕМЕНТЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code