Суббота, Декабрь 7, 2019   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçе вăхăтра туни паха

Ĕçе вăхăтра туни паха

Тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ертсе пынипе райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисен йăлана кĕнĕ черетлĕ канашлăвĕ иртрĕ. Унта район пурнăçĕпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе яврĕç.

Хăрушсăрлăх – пĕрремĕш вырăнта

Иртнĕ эрнере ятарлă ушкăнсем районти вĕренÿ учрежденийĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленнине тĕрĕсленĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвĕпе райадминистрацин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый паллаштарчĕ. Тÿрех палăртмалла, коллективсем ку тĕлĕшпе çулсеренех курăмлă пысăк ĕçсем туса ирттереççĕ. Кăçал пĕлÿ учрежденийĕсене патшалăх енчен пĕтĕмпе 21 миллион та 491 пин тенкĕ, вăл шутран тĕплĕ юсав ĕçĕсем ирттерме 16 млн та 358 пин тенкĕ уйăрнă. Аслă Елчĕкри вăтам шкулăн çурт çи виттине /1 млн та 838 пин/ улăштарнă, спорт залне /1 млн/ çĕнетнĕ, çывăх вăхăтра столовăйне хăтлăлатассине /612 пин/ вĕçлемелле. Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче 2 млн та 781 пин тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем пурнăçлама пăхнă, Елчĕкри искусство шкулĕнче вара тумалли ĕçсен калăпăшĕ самаях пысăк – 10 млн та 125 пинлĕх. Çавăн пекех коллектива музыка инструменчĕсем туянма 3 млн тенкĕ уйăрнă.

Вĕренÿ учрежденийĕсенчи хăтлăхпа тасалăхра, илемлĕхпе тирпейлĕхре кашни ашшĕ-амăшĕн, уйрăм спонсорсен тÿпи çав тери пысăк. Çакă вăл педагогика коллективĕсем общественноçпа ялан туслă çыхăнура пулнин кăтартăвĕ. Ăнланулăх, пĕр шухăшлăх вара çĕнĕ çитĕнÿсем тума çул уçаççĕ. Нумайăшĕн пирки çакна калама пулать. Леонард Васильевич вара Курнавăшсене уйрăммăн палăртрĕ. Татьяна Николаева ертсе пыракан коллектив çуллахи тапхăрта шкулта ача сачĕн групписене йĕркелеме пултарнă, акт залĕсене çĕнĕ сăн кĕртнĕ. Çирĕклĕ Шăхаль вăтам шкулĕн тата Елчĕкри «Шевле» ача сачĕн те çулсеренхи улшăнăвĕсем лайăххипе çеç çыхăннă.

Вĕренÿпе воспитани ĕçне тивĕçлĕ шайра йĕркелени хăрушсăрлăхпа тачă çыхăнса тăма кирлĕ. Вăл иккĕмĕш ыйту шутĕнче пулма та пултараймасть. Шкулсенче уйрăмах. Çакна, шел, хăш-пĕр коллективра уяманни курăнать. Акă, Тĕмерти тĕп шкулта тĕрĕслев кунне пушар сигнализацийĕ ĕçлемен, огнетушительсене хатĕррисен ретне лартман. Ку мĕн? 12-15 ачана /шучĕ татăклă мар-ха/ тимлĕхсĕр хăварас тени-и? Çав вăхăтрах пĕр класлăх шкулăн малашлăхĕ пур-ши?

Çÿп-çапшăн тÿлемеллех

«Экоцентр» ОООн районти клиентсемпе ĕçлекен специалисчĕ Татьяна Адюкова каланă тăрăх, кирек мĕнле ĕçшĕн, пулăшушăн тÿлес пулать. Хытă каяш турттарнăшăн та. Çынсем хушшинче халĕ те «манăн çÿп-çап çук» тесе çирĕплетнине илтме пулать-ха. Вĕсемех эппин тÿлеврен пăрăнса юлаççĕ. Елчĕкри Октябрь урамĕнчи контейнер патне тунтикун арбуз та, вутă таткисем те, хут-хăмăр та кăларса пăрахнă. Тĕрĕссипе илсе тухакан ăпăр-тапăр виçи чакмасть, пĕтĕм çĕрте ÿссе пырать çеç.

Районта июлĕн 31-мĕшĕ тĕлне квитанцисем тăрăх тÿлесси 62 процентпа танлашнă пулсан, Аслă Елчĕксен кăтартăвĕ ыттисенчен лайăхрах — 69,5 процент. Чи пĕчĕкки – Лаш Таяпасен: 45,6 процент кăна.

Регион операторĕ тÿлессинчен пăрăнакансене миравай судьясемпе «паллаштарма» пуçланă та ĕнтĕ. Хальлĕхе пăхса тухнă 15 ĕçрен пурте парăмсене парса татнă, патшалăх пошлини те тÿленĕ. Çÿп-çапшăн тÿлесси пирки районти предприяти-организаци ертÿçисем те пĕлмеççĕ мар, çапах та килĕшÿ тума васкамаççĕ. Паянхи кун тĕлне вĕсен 60 процент ытларахăшĕ кăна килĕшÿ тунă.

Пенси те тĕп ыйту

Çакă РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи клиент службин ертÿçи Зинаида Яковлева сăмах илнинчен те паллă пулчĕ, мĕншĕн тесен, тÿрех калăпăр, нумайăшне калаçтарать асăннă ыйту. Кăçалхи çур çулта çеç пенси фончĕн ĕçченĕсем 5198 çынна тĕрлĕрен ыйтупа йышăннă, район хаçачĕн страницисенче 10 статья пичетленĕ, район тата ял тăрăхĕсен администрацийĕсен сайчĕсенче 492 информаци вырнаçтарнă. Халăхпа час-часах тĕл пулас тĕллевпе ялсенче 38 консультаци пункчĕ йĕркеленĕ, иртнĕ ултă уйăхра вĕсенчи 52 тĕл пулура 194 çыннăн ыйтăвĕсене вырăнтах татса панă.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code