Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕмĕр вĕçне тухасси – уй урлă каçасси мар

Ĕмĕр вĕçне тухасси – уй урлă каçасси мар

– Темĕн те куртăм пурнăçра, çырсан пĕр кĕнеке те пухăнать пулĕ, – тесе аса илет иртнĕ кунсене Аслă Пăла Тимеш ялĕнче пурăнакан Алефтина Баринова.

Çулне кура мар çирĕп ăс-тăнлă Лефтя аппана итлесе ларма та кăмăллă.

– Анне пире килтех çуратнă. Кунĕпе ĕçре пулнă хыççăн ывăннине те, ыратнине те çынна систермен чăваш хĕрарăмĕ ĕлĕк, – тет вăл.

Исемпел ялĕнчи Лепешкинсен çемйинче пилĕк пĕртăван çитĕннĕ. Аттелĕхĕн Аслă вăрçи пуçлансанах ашшĕне Тăван çĕршыва хÿтĕлеме илсе кайнă. Малтанхи çапăçусенчех пуçне хунă Петя тете.

4 класс пĕтернĕ хыççăн урăх вĕренме май килмен Лефтя аппана. Çамрăклах хăйĕнчен аслă çынсемпе юнашар тăрса ĕçлеме пуçланă. Мĕн тĕрлĕ ĕçре кăна вăй хуман-ши яштак пÿллĕ çĕмĕрт куçлă хĕр. Ворошилов ячĕпе хисепленсе тăракан колхозра нумай çул хушши звенона ертсе пынă. Пĕве кĕрсе çитнĕ хĕре фермăна ĕçлеме чĕннĕ. Сысна пăхнă, ăратлă пăрусене самăртнă, выльăх апачĕ хатĕрленĕ. Ĕçре палăрнă хĕре Мускаври ВДНХна ярса чыс тунă, хаклă парнесем панă. Харсăр та сăпайлă хĕре Аслă Пăла Тимеш каччи куç хывнă. Анатолий Бариновпа çемье çавăрсан йыш хушăнсах пынă. Саша, Юрий, Оля, Лена, Станислав кун çути курсан ашшĕ-амăшĕн савăнăçĕ куç тулли пулнă.

Юратуллă мăшăр ырми-канми вăй хурса кил-çуртне çĕнетнĕ, ачисене пурнăç çулĕ çине кăларас тĕллевпе нумай тăрăшнă. 16 çул хушши вырăнпа выртакан хунямăшне пăхнă ăшпиллĕ кин. Колхоз ертÿçисем ăна йывăррине ăнланса столовăй заведующине лартнă. Каярахпа правлени çуртне тасатса, тирпейлесе тăнă.

Алли пит çыпăçуллă пулнă Алефтина Петровнăн. «Победа» колхозăн тухăçлă тырă кĕлтисене выставкăсем валли нумай хатĕрленĕ вăл. Унтан ирсерен халăха сĕт валеçнĕ. Пилĕк ачаллă хĕрарăм севок, сухан, выльăх кăшманĕ, кишĕр пайĕсем илсе вĕсене çумкурăкран тасатас тесе ачи-пăчине юнашар тăратса вăй-халне шеллемесĕр тăрăшнă.

42 çул мăшăрĕпе килĕштерсе пурăннă. Толя тете трактористра, комбайнерта, кочегарта, ытти тĕрлĕ ĕçсенче ĕçленĕ. Мăшăрĕ вăхăтсăр вилсе кайни Лефтя аппана самай амантса хăварнă. Чăтăмлă хĕрарăм пĕтĕм вăй-халне ачисене йĕркеллĕ çын тăвас тесе панă. Çемье ăшшине яланах тĕрĕс-тĕкел тытса пынă. Ачисем пурте вĕренсе пурнăç çулĕ çине тăнă. Мăшăрланса хăйсен çемйисемпе пурăнаççĕ.

Пурнăç тикĕс иртмест çав, темĕн те кăтартма пултарать вăл. Çуллахи пĕр уяр кун, кĕтмен çĕртен пушар тухса, кил-çурт вырăнĕнче кĕл купи тăратса хăварнă йышлă çемьене. Ырă çынсем, хуçалăх ертÿçисем пулăшнипе Бариновсен çемйи колхоз ертÿçисем валли тунă çуртра вырнаçнă. Амăшĕпе пĕрле Станислав кĕçĕн ывăлĕ пурăнать. Хĕрĕсем вăхăт тупса амăшĕ патне час-часах килсе çÿреме тăрăшаççĕ. Унăн ватлăх кунĕсене сакăр мăнукпа вунă кĕçĕн мăнук ăшă сăн кĕртеççĕ.

«Ĕç ветеранĕ» ята, нумай-нумай Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем илме тивĕç пулнă хисеплĕ пенсионера ывăлĕсемпе кинĕсем, хĕрĕсемпе кĕрÿшĕсем, вĕсен йăхне малалла тăсакансем хисеплеççĕ, юратаççĕ.

Лефтя аппа ялта чиркÿ пурришĕн питĕ савăнать. Сывлăхĕ аптăратман чухне чан сассипе унта çул тытать. Таса та тирпейлĕ, çутă кил-çуртĕнче кĕлĕ тумалли ятарлă вырăн пур. Акафистсемпе псаломсен кĕнекисене типтерлĕ тытать.

– Ĕмĕтсем малалла. Пурнăç лайăх. Ватлăх çитнĕ пулсан та çут тĕнчере савăнса пурăнас килет, – тет анлă пурнăç çулĕпе вашлатса пыракан Алефтина Петровна.

З.ПОРТНОВА,
ялти ĕç ветеранĕсен пуçламăш организацийĕн ертÿçи.

Сăн ÿкерчĕкре: А.Баринова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code