Воскресенье, Март 29, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Опыта пуянлатса

Опыта пуянлатса

Федерацин Атăлçи округĕнче иртнĕ «Истоки. Рожденные на Волге» проект хыçа юлчĕ.

Нумаях пулмасть унăн пĕтĕмлетĕвĕ Чĕмпĕр хулинче пулса иртрĕ. Ун хыççăнах «Истоки. Рожденные на Волге» кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Унта Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕн коллекцийĕнче упранакан ĕçсен сăн ÿкерчĕкĕсене те курма пулать. Аса илтеретпĕр, унта 14 регионти 57 музей хутшăннă.

Проектри акцисене пĕр-пĕрин ĕç-хĕлĕпе паллаштарса виртуаллă майпа çыхăнтăмăр. Чăваш Республикин чысне хÿтĕлеме Шупашкарти наци музейĕпе Комсомольскинчи «Каçал» фольклор ушкăнĕ хутшăнчĕç. Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕ проекта виртуаллă хутшăнса диплом илме тивĕçлĕ пулчĕ.

Каласа хăвармалла, проекта Чăваш Республикинчи пилĕк музей хутшăнчĕ. Ялтисенчен эпир тата Шуршăлти А.Николаев ячĕллĕ музей пысăк хисепе тивĕçрĕмĕр. Çавна май çĕнĕлĕхсене алла илтĕмĕр, кулленхи ĕçре пулăшса пыракан опыт пухрăмăр.

С.СТЕПАНОВА.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code