Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Кристина Волкова çĕнтерчĕ

Кристина Волкова çĕнтерчĕ

Елчĕкри централизациленĕ клуб тытăмĕнче «Елчĕк ен пики – 2019» шоу-конкурс иртрĕ.

Унта пĕринчен тепри чипер те сăпайлă, пултаруллă та яштака 7 пике хутшăнчĕ. Хĕр упраçăн хастарлăхĕ, ĕçченлĕхĕ, сăпайлăхĕ, илĕртÿлĕхĕ тата кăмăл-сипечĕ – чăваш халăхĕн малашлăхĕн çирĕп никĕсĕ. Çакна конкурса хутшăнакансем лайăх çирĕплетсе пачĕç. Вĕсем пилĕк конкурсра тупăшрĕç, кашнийĕшĕ хăйне тивĕçлĕ шайра кăтартма тăрăшрĕ.

Чи малтанах пикесем хăйсемпе паллаштарчĕç. Шурă хурăн пек яштака кĕлеткеллĕ хĕрсем юрă кĕввипе акăш пек илемлĕн ярăнса утса тухсан залра ларакансем тăвăллăн алă çупрĕç. Вĕсем чăвашсен хальхи тумĕн илемне, сумне кăтартрĕç, апат-çимĕç хатĕрлеме пĕлнине çирĕплетрĕç. Çав вăхăтрах хăйсен тавра курăмне кура тĕрлĕ ыйтусем çине хуравларĕç. Чăваш халăхĕн çĕр пин юрă-кĕвĕ, сăвă-ташă тĕнчи те хĕрсемшĕн ют пулмарĕ.

Хĕрÿллĕ тупăшура тÿресем балсене шутласан «Елчĕк ен пики – 2019» ята Хăвăлçырмари Кристина Волкова çĕнсе илчĕ. «Вице – Елчĕк ен пики» – Аслă Таяпари Диана Адюкина. Люссия Плотникова «Куракансем кăмăлланă пике», София Дружинина «Пултаруллă пике» /иккĕшĕ те Елчĕк/, Анна Петухова /Лаш Таяпа/ «Тавçăруллă пике», Аделина Кудряшова /Патреккел/ «Çепĕç пике», Камилла Николаева /Курнавăш/ «Сăпайлă пике» ятсене тивĕçрĕç. Валерий Изратов, Галина Никифорова уйрăм предпринимательсем хĕрсене тĕрлĕ парнесемпе хавхалантарчĕç.

Юрий Кашкăр, Сергей Баранов, Изабелла Мартынова, Евгений Карсаков юрăсем шăрантарса уява илем кÿчĕç.

А.ИВАНОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: конкурсантсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code