Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çăмха евĕрлĕ çиçĕм

Çăмха евĕрлĕ çиçĕм

Çиçĕм çиçсе аслати кĕмсĕртетнине эпĕ 2-3 çулта чухнех ăнланма тытăннă. Аçа çапнипе çурт çунса кайни, йывăç айĕнче ларакан, хирте ĕçлекен çынсем вилни çинчен час-часах илтме пулатчĕ. Çĕрле аслатиллĕ çумăр пуçлансан аслисем пире вăратса, тумлантарса лартатчĕç. Пĕр вăхăтра суккăрлатакан çиçĕм çиçсе пÿрт кисренмелле шартлатнинчен хăраса кăшкăрса йĕтĕмĕр.

Пĕррехинче эпир, шкул çулне çывхарнă ача-пăча, аслатиллĕ çумăр вăхăтĕнче урайĕнче выляма пуçланăччĕ. Сасартăк малти пÿлĕмре темĕскер кĕмсĕртетрĕ, алăк яриех уçăлса кайрĕ, пирĕн пата хĕрлĕ-кăвак тĕслĕ çăмха вĕçсе кĕчĕ. Пирĕн пуç тăррипе иртсе кайрĕ те кăмака шăтăкне кĕрсе çухалчĕ. Эпир хăраса та ĕлкĕреймерĕмĕр. Çемье килте пухăнсан, вĕсем те мĕн пулса иртнине тăруках ăнланса илеймерĕç. Аслисем вăрçса каланă тăрăх, эпир алхаснипе, имĕш, хура тĕслĕ çаврака радио урайĕнче сапаланса выртать, розетка та тĕпрен ванса саланнă. Çыхăну уйрăмĕнчен чĕнсе илнĕ монтер аслатиллĕ çумăр вăхăтĕнче çăмха евĕрлĕ çиçĕм килсе тухма пултарни, вăл яланах тĕрлĕ магнитлă приборсене çунтарса, çĕмĕрсе хăварни, унтан мĕнле сыхланмалли çинчен ăнлантарса пачĕ. Эпир тинех лăплантăмăр.

Шкулăн пуçламăш класĕсенче вĕреннĕ тапхăрта, вырма вăхăчĕ çитсен, хирте комбайнпа ларса çÿреме юрататтăмăр. Пĕр шăрăх кун Хурăнвар сăртĕнче трактор сĕтĕрсе çÿрекен «хир карапĕ» патне чупрăмăр. Пире ун çине хăпарса ларма чармарĕç. Кăнтăрла иртсен хĕвел анăç хуралса кайрĕ, çиçĕм çиçсе аслати кĕмсĕртетме пуçларĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ, витререн тăкнă пек çумăр ячĕ. Эпир пĕр самант ним тума аптăраса тăтăмăр. Сасартăк пирĕн пата сарă-хĕрлĕ çăмха вĕçсе килчĕ. Вăл сÿнсе ларнă трактор сăмси умĕнче çаврăнса илчĕ те сылтăмалла, сулахаялла, çÿлелле, аялалла пăрăнкаласа Кĕçĕн Пăла еннелле кайса çухалчĕ. Хăраса ÿкнипе эпир хамăр пурăнакан урам еннелле тапса сикрĕмĕр. Çак самантра куçа суккăрлатса çиçĕм çиçрĕ, тĕнче кисренмелле аслати шартлаттарчĕ, айккинелле хĕрсе кайнă пиншер вĕтĕ шарик сапаланчĕ. Темле асамлă вăй мана çĕр çине тăрăнтарчĕ. Тăна больница палатинче кĕтĕм. Çакăн пек пулса иртрĕ манăн иккĕмĕш тĕл пулу çăмхаллă çиçĕмпе.

Аслă шкулăн виççĕмĕш курсне пĕтерсен, киле çуллахи каникула таврăнтăм. Пĕр çумăрлă та аçа-çиçĕмлĕ кун ман пата пилĕк çурт урлă пурăнакан хĕр ача ĕсĕклесе йĕрсе кĕчĕ. Унăн асламăшне аçа çапса вĕлернĕ пулать. Эпĕ ăна хăвăртрах больницăна чупма хушрăм, хам пуç урлă плащпа витĕнсе инкеке лекнĕ вырăна васкарăм. Пулĕмри урайĕнче выртакан карчăк пуканĕпе пĕрлех йăванса кайнă. Ăна васкавлă пулăшу парас шутпа куçне уçса пăхрăм, куç шăрçи пысăкланман. Çын сывлани паллă, чĕри те лайăх тапать – вилес хăрушлăх çук. Çăка хăмаран ăсталанă сĕтел çинче çунса хуралнă çаврака путăк курăнать, ун çумĕнче çурри таран çуннă конверт выртать. Сĕтел сунтăхĕнче ытти ăпăр-тапăрпа пĕрле велосипед генераторне тата кĕсьене чиксе çÿремелли тăваткал хунара асăрхарăм. Иккĕшĕн çине те нимĕçле сас паллисемпе çырнă. /Карчăкăн аслă ывăлĕ Германире салтак службинче пулнă/. Кунта çăмха евĕрлĕ çиçĕм хуçаланнă!

Часах больницăран тухтăрсем килсе çитрĕç. Хĕр ачан асламăшне хăвăрт кăна тăна кĕртрĕç. Вăл каласа кăтартнă тăрăх, çыру вуласа ларнă вăхăтра сĕтел çине çулăмлă çăмха ÿкнĕ пулать, малалла мĕн пулса иртнине вара нимĕн те астумасть.

Çулталăк ытла вăхăт иртсен пирĕнтен пĕр килĕ урлă пурăнакан çуртра каллех инкек сиксе тухнă. Кил хуçи хаклă йышши радиола туяннă пулнă. Пĕр аçа-çиçĕмлĕ кун вăл ун умĕнче юрăсем итлесе ларнă. Сасартăк тĕттĕм кĕтесре хĕрлĕ-сенкер тĕслĕ çăмха курăнса кайнă. Хăранипе çын месерле ыткăнса кайнă, тăна кĕрсен ман пата чупса пынă. Радиолăн ăш-чиккине уçса пăхнă хыççăн унта кăмрăк кăна тăрса юлни курăнчĕ. Çăмха хăйĕн ĕçне тĕплĕн туса хăварнă.

1960-мĕш çулсен вĕçнелле ялти çурт тăррисем çине телевизор антеннисем лартма тытăнчĕç. Хăрушă çиçĕм аякра кăна курăнма пуçларĕ. Тĕрлĕ тĕслĕ, кĕтмен çĕртен килсе тухакан çăмха та таçта тарса пытанчĕ. Вĕсем ялсенче хăйсен тискерле ĕçне урăх нихăçан та тăваймĕç тесе шутлатăп эпĕ. Ача-пăча пирĕн пек хăраса ÿсмĕ.

В.МАЙКОВ,
Елчĕк ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code