Суббота, Сентябрь 19, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная >  Физкультура и спорт > Елчĕксем кĕрешме маçтăр

Елчĕксем кĕрешме маçтăр

Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулăн спорт залĕнче Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерне А.Патшин воин-интернационалиста асăнса «Кĕрешÿ» чăваш наци кĕрешĕвĕн уçă ăмăртăвĕ иртнĕ.

Унта Елчĕк тата Канаш районĕсенчи çамрăк спортсменсем хутшăннă. Хăйсен виçисенче Д.Крысов, Д.Патшин, Р.Никонов, Д.Борисов /Елчĕк шкулĕ/, О.Ефимов, С.Мисяков, Г.Илеменев /Аслă Елчĕк/ пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче те С.Александровпа Г.Адюков тренерсен воспитанникĕсем. Вĕсем наци кĕрешĕвĕнче пысăк ÿсĕмсем тунине кăтартнă. Командăсенчен Елчĕксем пĕрремĕш, Аслă Елчĕксем иккĕмĕш, Çĕнĕ Пăвасем виççĕмĕш вырăнсене пайланă.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code