Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Кристина Волкова — «Раҫҫей чӑваш пики» конкурс лауреачĕ

Кристина Волкова — «Раҫҫей чӑваш пики» конкурс лауреачĕ

Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗ Елчĕк тӑрӑхӗнчи Кристина Волковăшăн чи паллӑ та асра юлмалли кун пулса юлӗ. Ҫак хӗллехи шӑматкунхи каҫ вӑл Раҫҫейӗн тӗрлӗ тӑрӑхӗсенчен тата Чӑваш Енри тӗрлӗ районсенчен пуҫтарӑннӑ чи маттур пикесем хушшинче тупӑшрĕ.
Кӑҫал Чӑваш наци конгресӗ йӗркеленӗ илем конкурсӗ Шупашкарти оперӑпа балет театрӗнче иртрӗ. Йӑлана кӗнӗ конкурс чӑннипех те чӑваш халӑхӗ кӑмӑллакан мероприяти пулса тӑни залта тулли халӑх пулнинче те палӑрчӗ.
Кӑҫалхи ӑмӑртӑва ҫӗнӗлӗхсем те нумай кӗртнӗ. Ытти ҫулхипе танлаштарсан конкурс фойеренех пуҫланчӗ. Кунта чаплӑ ресторантинчен те тутлӑрах, техӗмлӗрех шӑршӑ тӑчӗ. Конкурс тӳрисем хӗрсен пултарулӑхне хаклама фойере йӗркеленӗ чӑваш апат-ҫимӗҫӗн конкурсӗнчен пуҫларӗҫ.
Мӗнле кӑна тутлӑ чӑваш апачӗ янтӑламан-ши пикесем. Ӑмӑртӑва хутшӑнакан хӗрсем жюри пайташӗсене хӑйсем хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫ ҫинчен пуян чӑваш чӗлхипе каласа пачӗҫ.
Уяв малалла театрти концерт залне куҫрӗ. «Раҫҫей чӑваш пики» конкурса хутшӑнакан ҫирӗм пике акӑш пек ярӑнса сцена ҫине хӑпарчӗ.
Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Федорович Угаслов илемлӗх ӑмӑртӑвӗ пуҫланнине пӗлтерсе пурне те саламларӗ, хӗрсене вара ӑнӑҫу сунчӗ.
Пикесен илемлӗх ӑмӑртӑвӗ чӑннипех те илемлӗ те пуян пулчӗ.
Чӑваш тумӗпе илемлӗн сцена тӑрӑх утасси, куракансене хӑйсемпе паллаштарасси, пултарулӑха тата ӑс -тӑна тӗрӗслес конкурссем куракансемшӗн питӗ кӑсӑклӑ пулчӗҫ, хӗрсем ӑмӑртӑва тӗплӗн хатӗрленнине кӑтартса пачӗҫ.
Тӳресем баллсене шутласан Хăвăлçырма ялӗнчи Кристина Волкова диплома тивĕçни паллă пулчĕ.
Кристина ҫакнашкал маттур пулни, культура патне туртӑнни пирӗн пуласлӑх, малашлӑх ҫутӑ пулнине тепӗр хут кӑтартса парса савӑнтарчӗ.  Малалла та ăнăçу сунатпăр ăна !

 Кильдюшевское сельское поселение Яльчикского района

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code