Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Пурнăç хĕлхемне сÿнтермеççĕ

Пурнăç хĕлхемне сÿнтермеççĕ

Хĕлĕн пĕрремĕш уйăхĕ вĕçленсе пырать, анчах ача-пăча чухнехи раштав сивви таçта кайса кĕчĕ, лапка-лапка юр çăвас вырăнне çумăр çăвать, каçхине шăнтса лартнăран ирхине çулсем пăрлаклă, утма май çук. Саманине кура çанталăк та улшăнса, ăшăнса пырать-тăр. Çут çанталăкăн кирек хăш вăхăтри илемĕпе киленме пĕлекен Аслă Елчĕкри Маргаритăпа Геннадий Шаковсем Туррăн кашни кунĕпе савăнса, хавхаланса пурăнаççĕ.

Дзержинский урамĕнчи пăралуккапа утакан çынсем Шаковсем пахча хĕррипе лартнă çамрăк йывăçсене сăнаса, пăхса иртеççĕ. Шăкăрин пĕр рет вĕсем. Хунавсене вăхăтра шăварса, пăхса тăнăран кĕске вăхăтрах çÿлелле аванах кармашнă. Авă, пилеш йывăççисем патĕнчен пилеш кайăкĕсем кайма пĕлмеççĕ.

Унччен те ку çуртри сумлă кил хуçисен улма-çырла йывăçĕсем йышлă пулнă, ватăсем çĕре кĕрсен мăрьерен тĕтĕм тухма пăрахнă, йывăççисем ватăлса çĕрĕшнĕ. 15 çул хуçасăр ларнă çурт тĕксĕмленнĕ, пуç уснă. Хулара ĕçлесе пурăннă чухне Геннадий Николаевичăн çемйи тăван кĕтесе пысăк уявсенче кăна килме ерçейнĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан вара тăван кил шăпи канăç паман патвар арçынна. Ултă пĕр тăван çитĕннĕ çурта çĕнĕрен чĕртсе ярас тесе вăл 2009 çулта тăван яла таврăннă. 50 çула яхăн пĕр-пĕрне ăнланса, юратса пурăнакан мăшăрĕ упăшкин шухăшне ырланă. Часах Шаковсем тĕп киле çĕнетме, хăтлăх кĕртме пуçланă. Çу кунĕсенче кил картинче ĕç вĕресе тăнă. Ашшĕ-амăшĕ лартнă çурт çумне хушса тепĕр пÿлĕм çĕкленĕ, газ кĕртнĕ, канализаци хута янă, мунча тунă, пахча картисене улăштарнă. Çав вăхăтрах тавралăха илем кÿрекен йывăçсем лартнă. Кил хуçи хĕрарăмĕн çулла пахчара вун-вун тĕрлĕ чечек çеçке çурса ларать. Кану кĕтесĕнче, сулхăнра, уйрăмах илемлĕ. Кунта мăшăр ытларах çĕнĕ хаçат-журналпа паллашать, кĕнеке вулать. Пурнăçа хаклама пĕлекенсем ватлăхри кунсене ялпа çыхăнтарнăшăн çав тери кăмăллă. Пĕр тесен, никам та вĕсене çичĕ теçетке çул урлă каçнă тесе калаймĕ. Иккĕшĕ те вăр-вар, пур ĕçре те çаврăнăçуллă, яланах юнашар.

Аса илÿ ытамне кĕрсе ÿкнĕ май хисеплĕ çынсем хăйсем утакан анлă çул-йĕрĕн кашни çаврăмне куç умне кăларса тăратаççĕ.

…Ял урамĕпе çарран чупса ÿснĕ Геннадий Шаковăн вĕренес туртăм пĕчĕкренех вăйлă çирĕпленнĕ. 1964 çулта Аслă Елчĕкри вăтам шкултан вĕренсе тухнă çамрăк аслă шкул алăкне уçас тесе çунатланнă. Вăл вăхăтри ял ачисенчен ытларахăшĕ хула пурнăçĕ çинчен шутламан та. Гена вара йăрăлăхĕпе, хут купăспа выляма пĕлнипе, спортпа туслă пулнипе, çивĕч ăс-тăнĕпе, тавра курăмĕ пысăккипе ун чухнех тус-юлташĕсенчен уйрăлса тăнă. Çунатлă ĕмĕтне пурнăçа кĕртсе И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн электрификаци промышленноçĕн факультечĕн харсăр студенчĕ вĕренÿре кăна мар, общество пурнăçĕнче те пуçарулăхĕпе палăрнă. Аслă курссенче вĕреннĕ вăхăтра каччă çак университетрах историпе филологи факультетĕнче пĕлÿ пухакан Шупашкар районĕн хĕрĕпе паллашнă. Маргарита ун чухне виççĕмĕш курсра вĕреннĕ. Гена пиллĕкмĕш курсра чухне çемье çавăрнă. Эх, кĕрленĕ вара Аслă Елчĕкре шеп туй. Студентсен хаваслă та йышлă халăхлă туйĕ ял çыннисен асĕнче чылайлăха тăрса юлнă. Хаваслă юрă-кĕвĕ ытамĕнчи çамрăксене, çĕнĕ мăшăра ача-пăча чÿречерен пăхса тăнă.

1971 çулта çемье пуçĕ алла диплом илнĕ. Вăл «Чувашсельхозпроект» институтĕнче инженерта, аслă инженерта, пай ертÿçинче, электротехника енĕпе тĕп специалистра, 1981 çултан «Электроприбор» пĕрлешĕвĕн шутлав тата цифра техникин цехĕн начальникĕн çумĕнче тăрăшнă. Ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакан ентешĕмĕр Сĕнтĕрвăрринче çĕнĕрен тăвакан кабель завочĕн инженер-конструкторĕнче те ĕçленĕ.

Хăй ĕмĕрĕнче вăл чылай фермăпа выльăх-чĕрлĕх комплексĕсене, больницăсене проектласа ĕçе кĕртнĕ.

Геннадий Николаевич «Чувашкабель» пĕрлешÿре, Чăваш Республикин Министрсен Канашĕ çумĕнчи «Чувашкоммцентрта» генеральнăй директорăн çумĕнче, каярахпа юлташĕпе «СА-ША» фирма йĕркелесе ăна ертсе пынă. Унтан хăйĕн ĕçне йĕркелесе янă. «Велес» уçă акционерлă обществăн директорĕнче 11 çул вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă.

Профессири нумай çул тÿрĕ кăмăллă ĕçшĕн панă наградăсем чылай Геннадий Шаковăн. Ăна Шупашкарти Калинин районĕн депутатне те суйланă. Темиçе хутчен «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи» паллăсене тивĕçнĕ.

«Çÿпçине кура хупăлчи», – тенĕ. Геннадий Николаевичăн мăшăрĕ Маргарита Михайловна та хăй ĕçне чунтан парăннă çын. Шкулта чухне пионер дружинин канашĕн председателĕ, комсомол секретарĕ пулнă хĕр ача. Студент чухне те пултарулăхĕпе палăрнă. Диплом илсен ăна направленипе Шупашкар районĕнчи Çатракасси шкулне янă. Вырăс тата чăваш чĕлхипе литературисен специальноçне алла илнĕ педагога хаçатçăн ĕçĕ те килĕшнĕ. Уйрăмри журналистика факультативне çÿренĕскер статьясемпе тĕрленчĕксем нумай шăрçаланă. Аслă Елчĕксем вăл 1971 çулта «Колхоз ялавĕ» хаçатра практикăра пулнине ăшшăн аса илеççĕ. Çапах та хăйне вĕрентекенре кăна куракан Маргарита Михайловна ачасем патне урока тулли, çĕкленÿллĕ кăмăлпа кайнине нимĕнле виçепе те танлаштарайман. Учитель калаçнине, ăнлантарнине вун-вун ача куçран пăхса итлени хăйне евĕрлĕ ăшăлăх çуратнă унăн чун-чĕрине.

Кунтах ăна пуçламăш классен завучне лартнă. Шкула пĕрремĕш утăм ярса пусакан ачисене çавăтса килекен ашшĕ-амăшĕ умĕнче часах ырă ят çĕнсе илнĕ. Унăн ăшă кулли, çепĕç калаçăвĕ, тараватлăхĕ пулас шкул ачисен ашшĕ-амăшне лăпкăлăх кÿнĕ, юратнă тĕпренчĕкне шанчăклă алла панине тÿрех ăнланса илнĕ. Çапла нумай ачана шкула ăшшăн йышăннă та вăл – аслă çул çине тарăн пĕлÿпе кăларнă. 10 çул Çатракасси ачисене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Ун хыççăн шăпа ăна Шупашкарти 9-мĕш номерлĕ шкула илсе çитернĕ. Темиçе уйăхранах директор çумĕнче ĕçлеме тытăннă. Хăйĕн пултарулăхĕпе пĕлĕвне çамрăк учительсене панă. Кунтах «Çамрăк учительсен шкулĕ» семинар йĕркеленĕ, уçă уроксем ирттернĕ. Маргарита Михайловна хăйĕн ĕçтешĕсем валли çеç мар, районти, хулари учительсемпе директорсем валли тĕрлĕ содержаниллĕ семинарсем ирттернĕ. Ăсталăхĕпе пултарулăхĕ пуян, тăтăшах çĕнĕлĕхсем шыракан ертÿçĕн çумне темиçе хутчен те директор пуканне сĕннĕ, анчах та вăл килĕшмен, хăйĕн вырăнĕнче усăллăрах пулнине палăртнă. 17 çул завучра ĕçленĕ Маргарита Михайловна вырăс чĕлхине епле вĕрентнине тĕрĕсленĕ, методика ĕçне пысăк ăсталăхпа йĕркелесе пынă, пуçламăш классенче мĕнле ăс панине сăнанă.

2003 çулта Маргарита Шакова Лапсарти 42-мĕш шкула куçнă. Кунта та вăл директор çумĕнче вăй хунă. Çĕнĕ шкулта çĕнĕ вăй-хăватпа хăй мĕн тума пултарнине, мĕн пĕлнине çĕнĕрен çирĕплетме май тупнах. Çĕнĕ сывлăшпа тенĕ пек каллех çĕнĕрен те çĕнĕ юхăма кĕрсе, çĕнĕ программăсемпе конкурссене хутшăнса пурнăç таппинчен юлман пултаруллă педагог. Маргарита Михайловна шкулти нумай ыйтăва татса пама пултарнăран ун çумĕнче учительсем хăйсене лăпкă туйнă. Çамрăксене ÿсĕмсем тума хавхалантарсах пыракан опытлă вĕрентекен коллективра кăна мар, вĕренекенсем, ашшĕ-амăшĕ умĕнче пысăк хисепе çĕнсе илнĕ. Вăлах вĕренекенсен сывлăхне çирĕплетмелли программăпа ăнăçлă ĕçленĕ. Юратнă профессире 40 çула яхăн вăй хунă Маргарита Шакован Хисеп хучĕсем йышлă. «Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ» сумлă ят та пур унăн.

Паян та çывăх вăхăтра 70 çул тултаракан Маргарита Михайловна пушă лараймасть. Вырăс чĕлхипе пулăшу ыйтма килекенсене епле хирĕçлейĕ вăл.

Шаковсем икĕ хĕр ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ирина тухтăр, Наташа – «Велес» фирмăн бухгалтерĕ. Мăнукĕсем, Динăпа Катя, аслă шкулта пĕлÿ пухаççĕ. Иккĕшĕ те кукамăшĕ пекех педагог пуласшăн. Ют чĕлхесен куçаруçин специальноçĕпе пĕрлех ют чĕлхесен учителĕн дипломне алла илĕç. Шаковсен хĕрĕсемпе мăнукĕсене час-часах ялта курма пулать. Çĕнĕ çул уявĕсенче туслă çемье тулли кĕрекене пухăнма хатĕрленет.

В.КИРИЛЛОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Шаковсем.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code