Суббота, Июнь 6, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная >  Поздравления > Поздравление глав района с Международным женским днем 8 марта

Поздравление глав района с Международным женским днем 8 марта

Хисеплĕ те хаклă хĕрарăмсем!

Сире чĕререн Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр.

Çуркуннехи чи илемлĕ уявсенчен пĕри – Мартăн 8-мĕшĕ. Хĕрарăмсем хăйсем те çурхи илемлĕ чечексене аса илтереççĕ, вĕсенче илемлĕхпе пĕрле çепĕçлĕх, ачашлăх, ыркăмăллăх, ăшпиллĕх упранать. Кил вучахĕн управçи, ăрăва малалла тăсакан та вăлах. Ача амăшĕсене патшалăх паян пур енлĕн пулăшать, çемье капиталĕн сертификачĕпе, тĕрлĕ пособипе, социаллă хÿтлĕхĕн ытти енĕпе тивĕçтерет.

Юратнă асанне-кукамая, хаклă аннесене, мăшăрсене, ытарайми аппа-йăмăка, хаклă ĕçтешсене çак ытарайми çурхи кун ырлăх-сывлăх, юрату, иксĕлми телей, ăнăçу сунатпăр. Сăн-питĕр çинчен хĕвел шевли ан çухалтăр, ĕмĕтленнĕ ĕмĕтĕрсем пурнăçланса пыччăр.

И.ВАСИЛЬЕВА,
Елчĕк район пуçлăхĕ.

Н.МИЛЛИН,
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code