Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вĕрентекен, район пуçлăхĕ

Вĕрентекен, район пуçлăхĕ

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн чăваш чĕлхипе литература уйрăмне вĕренсе пĕтернĕ Пушкăрт хĕрне – Ираида Сухаревăна пурнăç шăпи пирĕн тăрăхри Яманчÿрел ялне илсе çитернĕ. Кунта вăл пулас мăшăрĕпе, Владимир Васильевпа, тĕл пулса çемье çавăрнă та тăван кĕтесрен çĕр-çĕр çухрăм инçетре вырнаçнă вăрман çумĕнчи чăваш ялĕнче тарăн хунав янă.

Малтанах çамрăк педагога шкулта вырăн пулманран хăйĕн специальноçĕпе ĕçлеме тÿр килмен. Çавăнпа та Ираида Ивановна шкулти вăрăмлатнă кун йĕркипе вĕренекен тата шкул çумĕнчи интернатри ачасене тĕрлĕ предметпа пĕлÿ панă. Вăхăт иртнĕ майăн мал ĕмĕтлĕ те харсăр учитель тăван чĕлхепе литературине ертсе пыма пуçланă. Мĕн пĕчĕкрен, Пушкăртстанри чăваш ялĕнче улăх-çаранта çарран чупнă, хăйĕн ентешĕн Константин Ивановăн «Нарспи» поэмине ăша хывнă чухнех, тăван чĕлхен кашни сăмахне ахах-мерчен вырăнне хунă, унăн илемне чун-чĕрипе туйнă. Чăваш чĕлхин учителĕ пулма ăнтăлнăскер, Чăваш Енре тĕпленсе унăн ытарайми мăнаçлăхĕпе киленнĕшĕн хĕпĕртет халĕ. Ачасене чăваш йăли-йĕркине, культурине, илемне хăйĕн чун ăшшийĕ ыйтнипе пĕлÿ парать вăл. Сăпайлă педагог шкул ачисен, ашшĕ-амăшĕн хисепне çĕнсе илнĕ. Коллективра та ăна сума сăваççĕ, чи çывăх юлташ вырăнне хурса шанаççĕ. Ираида Васильева Яманчÿрел шкулĕнче 26 çул ырми-канми тăрăшса директор, унăн çумĕн тивĕçĕсене те чыслăн пурнăçларĕ.

2012 çулта ялти шкул хупăннă хыççăн вăл Шăмалакри тĕп шкула куçрĕ. Ирĕн-каçăн куллен Яманчÿрел – Шăмалак ялĕсен çулне такăрлатать. Вĕрентекен хăйĕн пĕтĕм пултарулăхне, ăсталăхне ĕçре те, общество пурнăçĕнче те шеллемест. Яманчÿрел шкулĕнче тăрăшнă вăхăтрах «Эткер» фольклор ушкăнне çÿренĕ. Сасă хăпартса калаçма пĕлмен педагог купăс ярса тытсан чăваш халăх юррисене епле кăна шăрантарать! Яланах ял çыннисем хушшинче, вĕсемпе уявра та, йывăрлăхра та юнашар. Кирек мĕнле ыйту сиксе тухсан та халăхпа пĕр çăварта вăл. Каппайланас, мухтанса калаçас йăла çук унăн.

Харсăр хĕрарăм пушă вăхăтра кĕнеке вулать, çыхать. Çавăн пекех сывă пурнăç йĕркине кăмăллать. Вăрмана уçăлма çÿрет, шывра ишме кăмăллать. Ку енĕпе ăмăртусене те хастар хутшăнать, хăй çулĕсенчи ишевçĕсем хушшинче палăрать.

2015 çулта Ираида Васильевăна хăйсен тăрăхĕнче пурăнакансем районти Депутатсен пухăвĕн депутатне суйланă. Ял çыннисен сĕнÿ-канашĕсене тĕпе хуракан, май килнĕ таран пулăшма тăрăшакан педагог районти депутатсем хушшинче те хисепре. Малтанах ăна «халăх тарçисен» председателĕн çумне, 2016 çулхи декабрĕн 8-мĕшĕнчи ларура Елчĕк районĕнчи Депутатсен пухăвĕн председательне – район пуçлăхне суйларĕç. Хăй ĕçĕнче ăста педагог çемçе пукана хапсăнакан йышши мар, çапах депутатсем шансан – алă сулаймăн. Шанăçа тÿрре кăларса пырса хăйĕн обществăри тивĕçне чыслăн, пысăк яваплăхпа пурнăçласа пыма тăрăшать Ираида Ивановна. Вăл район шайĕнчи депутатсем хушшинче пысăк тавра курăмлă, тĕрлĕ шайри ертÿçĕ-арçынсем, ытти ĕçченсем пулнине палăртнă май, хĕрарăмсем те район пурнăçĕнче пысăк витĕм кÿнине пысăка хурса хаклать. Акă, районти ĕçпе тивĕçтерекен центр ертÿçи Марина Васильева, районти тĕп больницăри терапи уйрăмĕн терапевт тухтăрĕ Алина Васильева депутат тивĕçне çÿлти шайра пурнăçланипе палăраççĕ.

Хальхи вăхăтра И.Васильева Шăмалакри тĕп шкул коллективне ертсе пырать. Директорта ĕçленĕ вăхăтрах 7-9-мĕш классене тăван чĕлхене вĕрентет. Коллектив туслă. Çакă ертÿçĕпе учительсем пĕр-пĕрне ăнланса тăрăшнинчен килет.

Васильевсен çемйинче яланах ăшăлăх, юрату хуçаланать. Виçĕ ача амăшĕ виçĕ мăнукĕпе киленет. Мăшăрĕ шкул автобусĕн водителĕнче тăрăшнăран шкулти хуçалăх ĕçĕнче нумай пулăшать. Çумра шанчăклă, ÿркенмен, ăнланакан çын пулни хĕрарăм ертÿçĕн хастарлăхне тата та ÿстерет. Район пуçлăхĕ, шалу тÿлекен должность мар пулин те, Елчĕкри пĕр паллă событирен те пăрăнмасть, район аталанăвĕшĕн савăнать, тăван та хаклă пулса тăнă Елчĕк енпе мăнаçланать.

В.КИРИЛЛОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: И.Васильева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code