Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Какая тĕрĕслемесĕр сутаççĕ

Какая тĕрĕслемесĕр сутаççĕ

Чир-чĕртен сыхланасси, хÿтĕленесси халĕ уйрăмах çивĕччине кашниех ăнланать – Турă сыхлатăр кăна. Çынсемшĕн кăна мар, чĕр чунсемшĕн те хăрушлăх пур. Сыснасен Африка чуми пирки сăмах пуçарма çĕнĕ вучахсем хистеççĕ. Россельхознадзор пĕлтернĕ тăрăх, çывăх регионсенчех – Чĕмпĕр, Чулхула тата Самара облаçĕсенче – çĕнĕ вучахсем!

Республикăмăр – 2019 çулхи нарăс уйăхĕнчен пуçласа Регионализаци йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн «ăнăçлă» статуслă шутланать. Апла пулин те хуçалăхсем пур енлĕн чиртен сыхланнă теме çук. Чиртен упранассипе çыхăннă йĕркесене пăхăнман тĕслĕхсене Россельхознадзор инспекторĕсем халĕ те тупса палăртаççĕ.

Дезбарьерсем çукки çивĕч ыйтусенчен пĕри тесен те йăнăш пулмĕ. Пĕлтĕр, сăмахран, Муркаш районĕнчи пĕр усламçă выльăх пусмалли пунктра çак йĕркене пăхăнман. Автотранспорт вара шăпах чи малтан дезбарьер урлă иртет. Унăн ураписем сиенсĕрлетекен ятарлă шĕвекре чÿхенсе тухмалла. Çакна хута яма, паллах, тăкаклă. Анчах чир-чĕре кĕртес мар тесен вăл кирлех.

Хăш-пĕр çĕрте дезбарьерсем пур пулин те, вĕсем ветеринари йĕркисемпе килĕшсе тăмаççĕ.

Россельхознадзорăн пай пуçлăхĕн çумĕ Елена Андреева каланă тăрăх, пĕлтĕр Чăваш Енре сысна ĕрчетекен тата пусса тирпейлекен 27 хуçалăха тĕрĕсленĕ: Вăрнар, Шупашкар, Хĕрлĕ Чутай, Шăмăршă, Тăвай, Çĕрпÿ, Элĕк, Улатăр, Красноармейски, Патăрьел, Муркаш, Йĕпреç, Комсомольски районĕсенче. Йĕркене пăхăнманнисен тĕлĕшĕпе административлă 15 ĕç пуçарма тивнĕ.

Çавăн пекех сунар лаптăкĕсенче, ĕçлесе юсанмалли колонисенче пулнă.

Сăмах май, пĕр хресчен /фермер/ хуçалăхĕн ĕç-хĕлне 90 талăклăха чарса лартма та тивнĕ. Çак тапхăрта унта выльăха хускалми тумалли ятарлă вырăн /бокс/ тума каланă. Унсăр пуçне, ветеринарипе санитари экспертизи ирттермелли пÿлĕм хатĕрлемелле. Ятарлă вырăн пулманран-тăр пусмалли цехран тухакан какая ветеринарипе санитари тĕрĕслевĕ ирттерменшĕн те асăрхаттармасăр май килмен. Хатĕрсене çăвасси тата сиенсĕрлетесси тĕлĕшпе те ыйтусем пулнă унта. Ăшă тата сивĕ шывпа тивĕçтересси – пĕрре, тепĕр ыйтăвĕ дезинфекци ирттермелли тата çуса тасатмалли шĕвексем туянассипе çыхăннă.

Ветеринари докуменчĕсем пирки калас пулсан, вĕсемсĕрех сысна какайне йышăннă, упранă тата сутнă тĕслĕхсене Хĕрлĕ Чутай тата Улатăр районĕсенче тупса палăртнă. Шупашкар районĕнче те ветсанэкспертиза ирттермесĕрех сысна ашне сутнă.

Выльăх пусмалли пунктсенче сысна юлашкийĕсене ятарласа пухманни тата тĕп туманни те тĕл пулать. Вĕсене çĕре чавса чикнĕ тĕслĕхсем те пур. Кунашкал йĕркесĕрлĕхе Шупашкар, Тăвай, Хĕрлĕ Чутай районĕсенче шута илнĕ.

Сыснасен Африка чуминчен /САЧ/ сыхланасси пĕр-икĕ çын ĕçĕ мар, сыхлăх пирки кашнин пĕлмелле. «Хупă режим» – САЧ-ран хÿтĕленмелли витĕмлĕ мелсенчен пĕри пулни пирки аса илтерни ытлашши пулас çук. Асăннă йĕрке пысăк хуçалăхсене кăна пырса тивмест. Ял çыннисен те сыснисене хупă витерех усрамалла. Унта дезинфекци туса тăни питĕ пĕлтерешлĕ. Сысна апатне виçĕ сехет таранах вĕретме сĕнеççĕ специалистсем. Палламан çынран пушшех те ветеринари докуменчĕсемсĕр ?халĕ вĕсене электронлă майпа хатĕрлеççĕ/ сысна çури туянма ан васкăр.

Специалистсем какая ятарлă вырăнсенче кăна туянма сĕнеççĕ. Пĕлмен çĕрте туяннă аш паха пуласса вара никам та çирĕплетеймĕ.

Республикăра чиртен упранас тĕллевпе ирттерекен ĕçсемпе пĕрлех Россельхознадзор – 558, патшалăхăн ветеринари служби 1710 биоматериал лабораторире тĕпчеттернĕ. Телее, вĕсенче чир палли пулман. Çак тăнăçлăха кăçал та упраса хăварасчĕ.

Н.ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code