Пятница, 10 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Çĕнĕ хум»

«Çĕнĕ хум»

Чăваш наци конгресĕ К.В.Иванов сăвăç çуралнăранпа 130 çул çитнине халалласа 7-11 классенче вĕренекенсем хушшинче 4 номинаципе /чи лайăх сăвă, чи лайăх калав, чи лайăх очерк, чи лайăх пьеса/ «Çĕнĕ хум» литература конкурсне ирттерет.

Чăвашла çырнă проза калăпăшĕ 10-15 страницăран ытла мар, сăвăсен хисепĕ 3-рен кая пулмалла мар. Ал çырăвĕсене компьютерпа А4 форматлă хут листи çине Alt пусмалли Тimes New Roman шрифтпа, 12 №-лĕ пысăкăшпа, 1,5 йĕрке хушшипе, пур енчен те хĕррисене 2 см хăварса пичетлемелле.

Авторсен конкурсăн номинаци ятне, хăйсен хушаматне, ятне тата ашшĕ ятне, районти хăш шкулта, миçемĕш класра вĕреннине чăвашла тата вырăсла çырмалла. Ертÿçине палăртнă май унăн телефон номерне кăтартмалла.

Хайлавсене майăн 6-мĕшĕччен «Литература конкурсне» паллăпа çак адреспа йышăнаççĕ: congress21@mail.ru е почтăпа 428032, Шупашкар хули, Воробьев композиторсен урамĕ, 10 çурт, Чăваш наци конгресĕ. Мала тухнисене парнесем кĕтеççĕ.

Г.НИКИФОРОВ,
конкурс комиссийĕн пайташĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code