Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ăнăçлă ирттернĕ

Ăнăçлă ирттернĕ

ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Воробьев çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче иртнĕ канашлура пĕлтернĕ тăрăх, республикăра вăрман ĕрчетмелли çурхи тапхăра вĕçленĕ.

Учрежденисен коллективĕсем 484,2 гектар лаптăка ешĕллентерме хатĕрлесе вăрман фондне тавăрнă, 54,7 гектар çинчи кирлĕ культурăсене çитĕнме май туса панă, çĕнĕ 22,2 гектар лаптăка хунавсем лартса хăварнă.

Ун хыççăнах вĕсем вăрман питомникĕсенче хыр, чăрăш вăрлăхĕсене акнă. Çак лаптăкра 3 çултан 6 миллион тĕп куçарса лартмалăх çитĕнмелле.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code