Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Сасăлава хутшăннă

Сасăлава хутшăннă

Виçĕмкун, çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Чăваш Енре, пĕтĕм çĕршыври пекех, РФ Конституцине тÿрлетÿсем кĕртессипе сасăлав пуçланчĕ.

«Елчĕк ен» хаçат ĕçченĕсем, пурнăç уттинчен юлмасăр утма тата ыттисене тĕслĕх кăтартма тивĕç-лĕскерсем, сасăлав вăхăчĕ пуçлансанах суйлав участокĕсене çитрĕç. Николай Малышкин тĕп редакторпа Светлана Архипова редактор, Оксана Иванова редактор-консультант хăйсем пурăнакан вырăнти – Елчĕкри 2402 тата 2401-мĕш участоксенче сасăларĕç. Вĕсем РФ Конституцине кĕртме сĕнекен улшăнусем питĕ кирлĕ тата вăхăтлă пулнине палăртса хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç.

Сасăлав участокĕсенче хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнма тăрăшни сисĕнчĕ. Алăкран пырса кĕнĕ-кĕменех ÿт температурине виçрĕç, сасăлавра усă курма кашни çынна уйрăм ручка пачĕç. Хамăр та маскăпа, перчеткепе пытăмăр – вирус ертме май çук. Участок комиссийĕн членĕсем те перчеткепе, маскăпа ĕçлеççĕ.

…Çак çăмăл мар лару-тăрура çынсем суйлав участокĕсене ушкăнпа пухăнасран асăрханса çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 1-мĕшĕччен йĕркелеме йышăннă сасăлав палăртнă кунсенче ирхине 8 сехетрен пуçласа каçхине 20 сехетчен иртет. Районта пурăнакан кашни çыннăн сасăлав участокĕсене пыма вăхăт тупмаллах. Пурнăçа ырă енне улăштарма пулăшакан документа ырлама пурне те чĕнсе калар!

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Ираида ВАСИЛЬЕВА, Елчĕк район пуçлăхĕ:

– Хальхи вăхăтра халăх РФ Конституцине кĕртнĕ улшăнусене ырлассипе çыхăннă ыйтусем тăрăх сасăлава хутшăнать. Сасăлав кунĕ – июлĕн 1-мĕшĕ. Коронавирус инфекцийĕнчен асăрханса халăхăн ку суйлавра июнĕн 25-30, июлĕн 1-мĕшĕнче ?пурĕ 7 кун/ хутшăнма ирĕк пур. Çакна сасăлав участокĕсенче çынсем нумай пухăнассинчен тата черетсем пулассинчен асăрханаса йĕркеленĕ.

Суйлав вырăнĕсене хăйсем пырайманнисен килĕсенче сасăлама ирĕк пур.

Кашни суйлав участокĕнче тата ытти вырăнта хÿтĕлев йĕркисене çирĕп пăхăнаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code