Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Поздравление главы Яльчикского района И.И.Васильевой и главы администрации Яльчикского района Н.П.Миллина с Днем молодежи

Поздравление главы Яльчикского района И.И.Васильевой и главы администрации Яльчикского района Н.П.Миллина с Днем молодежи

Хисеплĕ яш-кĕрĕм, хаклă çамрăк туссем!

Сире чĕререн Çамрăксен кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

Çамрăклăх – чи илемлĕ вăхăт. Эсир мал ĕмĕтлĕ, çĕннине çăмăллăн тата хаваспах йышăнакансем, çĕнĕ ĕçсен, улшăнусен пуçаруçисем. Çĕршыв, республика ертÿлĕхĕ çамрăксене тĕрлĕ енлĕн пулăшма, хавхалантарма тăрăшать. Районта та çитĕнекен ăру валли сахал мар ырă ĕç пурнăçланать.

Районти выпускниксене институтсемпе университетсен, техникумсемпе колледжсен студенчĕсен йышне кĕме ăнăçу сунатпăр. Çĕршывăн кирек хăш кĕтесĕнче ĕçлесе пурăнсан та тăван тăрăха, района яланах асра тытасса, пысăк пултарулăхпа, çитĕнÿсемпе пире савăнтарасса шанатпăр.

Ĕмĕтĕрсене пурнăçа кĕртме çирĕп сывлăх, телей, ырлăх тата юрату сунатпăр!

Елчĕк район пуçлăхĕ                                                     И.ВАСИЛЬЕВА
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ                 Н.МИЛЛИН

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code