Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Лăпланма сăлтав çук

Лăпланма сăлтав çук

Паянхи тĕп ыйтусенчен пĕри çав-çавах коронавирусран сыхланасси, инфекци сарăлассине чарса лартасси пулса тăрать.

Коронавирус сарăлассипе кĕрешес енĕпе ĕçлекен районти оперативлă штаб секретарĕ – район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Виталий Рыбкин пĕлтернĕ тăрăх, лăпланса ларма сăлтав пачах çук. Хăрушлăх чакмасть, ÿсет çеç! Утă уйăхĕн 22-мĕшĕ тĕлне чирлекенсен йышĕ районта 94 çынна çитнĕ. Çавна май малалла та профилактика мероприятийĕсене туллин пурнăçламалла, пĕр-пĕрин хушшинчи дистанцие пăхăнмалла. Нумай хваттерлĕ çуртсен подъезчĕсене, ача-пăча площадкисене дезинфекцилес ĕçе те пăрахăçламалла мар. Ĕç вырăнĕсенче çакна кашни икĕ сехетрен туса ирттермелле, ÿт температурине виçессине, антисептикпе усă курассине йĕркелемелле.

Мобильлĕ ушкăнсем халăх уйрăмах йышлă пулакан вырăнсене, суту-илÿ предприятийĕсене, общество транспортне тĕрĕсленĕ май çынсенчен нумайăшĕ маска режимне пăхăнманнине палăртаççĕ. Сутуçăсемпе тавар туянакансен те, водительсемпе пассажирсен те маскăпа пулмаллине тепĕр хутчен аса илтеретпĕр. Инфекци, чи малтанах, çак йĕркене пăхăнманран çакланать.

Коронавирус инфекцийĕн пĕчĕкрех пусăмĕпе кăна чирленисем каласа панинчен çакă паллă: ÿт температури хăпарать, сăмса апат тутине пĕлми пулать, куç ыратать, типĕ ÿслĕк пуçланать, кăкăр хĕсме пуçлать… Енчен те чир йывăр тапхăра куçсан;
Хальхи вăхăтра «самоизоляци» ăнлава манăçа кăлартăмăр пулсан та, сыхлăх пирки самантлăха та манма юрамасть. Хамăра хамăр шанчăклă хÿтĕлени кăна хăрушă чиртен упрать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code