Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ан макăрччăр хĕрсем, амăшĕсем

Ан макăрччăр хĕрсем, амăшĕсем

Тумламсем… Вĕри куççуль тумламĕсем… Яштака хурăн патĕнче çап-çамрăк хĕр тăрать. Унăн анис улми пек пит çăмарти тăрăх вĕри те тăварлă куççуль тумламĕсем юха-юха анаççĕ, пичĕ çинче йĕр хăвараççĕ.

Ах, вăрçă… Мĕншĕн пулмалла пулчĕ-ши сан? Мĕн чухлĕ яш-кĕрĕм пуçĕсене хумарĕç-ши çак вăрçăра! Вĕсен, çамрăксен, тĕнче пек пысăк пурнăç çулĕ çине тухмалли вăхăт çывхарса çеç килетчĕ-çке-ха.

Хĕр пуçне ирĕксĕр тенĕ пекех аса илÿсем кĕреççĕ… Володьăпа Светлана çуллахи ăшă каç тĕл пулчĕç. Малтанах калаçма хăяймарĕç вĕсем. Пĕр-икĕ сăмах хушсан паллашсах кайрĕç. Каччă Светланăран пĕр çул аслăрах иккен. Çак лăпкă та киленĕçлĕ каçран пуçласа вăл Светлана патне кашни каçах килме тытăнчĕ. Вăхăт савăнăçпа шурĕ ялан.

Кунсем иртсе пычĕç. Володьăпа пĕр çулхисене салтака кайма чĕнÿ хучĕсем килме тытăнчĕç. Часах унăн та черет çитрĕ, ун пирки чи малтанах юратнă хĕрне пĕлтерчĕ.

Анчах та телейлĕ çуллахи çĕр-каç тăшмансем вăрă-хурахла пирĕн çĕршыв çине тапăнса кĕреççĕ. Ялти вăй питти арçынсем пĕрин хыççăн тепри çар комиссариатĕнчен повестка илсе васкавлăн, тăванĕсемпе сыв пуллашса фронта туха-туха каяççĕ. Володьăна ăсатма юлташĕсемпе тăванĕсем пурте тенĕ пекех пуçтарăннă. Светлана та пур. Вăл пĕтĕм халне пухса йĕмесĕр тăрать. Анчах темле пулсан та пит тăрăх уйрăлу куççулĕ пайăррăн-пайăррăн юхса анать. Хĕрпе каччă çак каç нихçанхинчен ытларах пĕрле пулчĕç. Йĕкĕт пикен куçĕсем çине тинкерсе киленчĕ, ăшшăн çупăрласа чуптурĕ. Çамрăк чун-чĕре таппине иккĕшĕ кăна илтме пултарчĕç. Каччă юратнă тусĕн кăвак тÿпе пек куçĕсенче чăтмалла мар ырату курсан ăна лăплантарма пикенчĕ. Пулас çĕршыв хÿтĕлевçи савнине çепĕç сăмахсемпе пăшăлтатса çыру çырассине шантарчĕ. Светлана та Володьăна кĕтме сăмах пачĕ.

Вăл тусне вăрçа ăсатнă хыççăн улаха та, вăййа та тухма пăрахрĕ. Килĕштерсе качча тухма сĕнекенсем те пулчĕç. Хĕр, хирĕçлеве палăртса, кунсерен аякран виç кĕтеслĕ çырусем кĕтрĕ. Хăй ял хыпарĕсене, хĕрÿ юратăвĕ пирки пĕлтерсе тăчĕ. Кашни кун тенĕ пек хыпар кĕтрĕ. Çав вăхăтрах пĕртте пушă лармарĕ, аслисемпе пĕрле уй-хирте тăрăшса ĕçлерĕ. Акса-вырса илнĕ тыр-пула фронта ăсатрĕç.

Вăхăт шурĕ, шурĕ… Кунсем пĕрин хыççăн тепри тем пулнăн васкарĕç. Икĕ савнă тус пĕр-пĕрин патне çыру çырсах тăчĕç. Анчах… «Инкек куçа курăнса килмест», – тенĕ çав ваттисем. Светлана салтакран черетлĕ çыру кĕтетчĕ. Почта килнине курсанах хĕр çырупа кăсăкланчĕ. Пур! Ăна вулама пикенчĕ çеç… Турăçăм! Мĕне пĕлтерет ку? Ют алăпа çырнă. Хĕр чĕри ырă мара сиссе хăвăрттăн тапма пуçларĕ. Володя хĕрÿ çапăçура паттăррăн пуçне хунă текен сăмахсем тĕлне çитсен, Светăн куçĕсем хуралса килчĕç, çĕре тĕшĕрелсе анчĕ. Тăна кĕрсен çеç çыру çинчен аса илчĕ вăл.

Вăрман хĕрринчи шурă хурăн патĕнче Светлана аса илÿсенчен хăтăлаймарĕ. Куçне хупсанах савнин сăнарĕ куç умне тухса тăрать, чĕрине каллех хурлăх пусса илет. Çапла Светлана хăйĕн ĕмĕрне савнин юратăвне аса илÿсемпе упраса ирттерчĕ. Качча тухмарĕ. Мĕн çĕре кĕриччен упрарĕ хĕр таса юратăва.

Тÿпере шур уйăх тулчĕ.
Чĕтренсе йĕрет йăмра.
Çул çине ÿкет сар çулçă,
Çухалать таçта умра…

Лăпкăлăхра шутăр кун-çул таппи. Ан пултăр вăрçă нихăçан. Ан макăрччăр хĕрсем, хĕрарăмсем…

В.УСАНОВА,
Шăмалак.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code