Среда, 8 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Виççĕмĕш тапхăра кĕтĕмĕр

Виççĕмĕш тапхăра кĕтĕмĕр

Чăваш Ен коронавирус сарăлнă вăхăтра йышăннă чарусенчен тухмалли 3-мĕш тапхăра кĕчĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев алă пуснă ятарлă Указпа килĕшÿллĕн, регионра ресторансем, кафе, столовăйсем тата ытти апатлану предприятийĕсем ĕçлеме тытăнаççĕ. Çапах та вĕсен пăхăнмалли услови те сахал мар: сĕтелсем пĕр-пĕринчен 1,5 метрта пулмалла, сĕтел хушшинче тăватă çынран ытлашши лармалла мар, зал 50 процент таран кăна тулли пулма пултарать тата ытти те.

Çавăн пекех мăшăрланнине регистрацилессин йăлине ирттерме çемьен тăванĕсемпе юлташĕсене кĕртме тытăнаççĕ, анчах та залра пĕр çын пуçне 4 тăваткал метртан сахал мар лаптăк тивмелле, пурĕ – 20 çынран ытла мар.

Çак тапхăрта библиотекăсем те вулакансене социаллă дистанцие пăхăнса йышăнма пултараççĕ.

Чарусене «çемçетсе» пыни инфекци хăрушлăхĕ чакса пыни çинчен пĕлтермест. Районти кăтарту та çав-çавах асăрхануллă, тимлĕ пулма хистет. Августăн 31-мĕшĕ тĕлне 125 çын чирленине палăртнă та – лăпланма сăлтав çук.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code