Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Суйлав участокĕнче çын татăлмасть

Суйлав участокĕнче çын татăлмасть

2020 çулхи сентябрĕн 11-13-мĕшĕсенче Чăваш Республикин Пуçлăхне тата Чăваш Республикинчи вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен депутачĕсене суйламалли кунсем. Ĕнер, сентябрĕн 11-мĕшĕнче, 8 сехетре районти 42 суйлав участокĕ те хăйсен алăкĕсене уçнă.

2405-мĕш суйлав участокĕ. Акчелсем маларах сасăламалли пĕрремĕш кунтанах савăк кăмăл-туйăмпа ялти клуба утаççĕ. Кунта вырнаçнă та ĕнтĕ суйлав участокĕ. Суйлавçăсене комисси членĕсем ăшшăн кĕтсе илеççĕ. Вĕсене тÿрех хăрушсăрлăхпа санитари йĕркисене пăхăнса ÿт температурине виçеççĕ, алăсене дезинфекцилеççĕ, маскăпа, перчеткепе тивĕçтереççĕ.

Олег Кедровпа ĕç ветеранĕ Петр Кудрявцев сасăларĕç те ĕнтĕ. Ялти чи ватă арçынсенчен пĕри – Михаил Карсаков та хăйĕн гражданла тивĕçне пурнăçларĕ.

Çывăх кунсенче 85 çул тултаракан Михаил Деомидович ялти чи хисеплĕ çынсенчен пĕри. Чылай çул старостăра вăй хучĕ. Паян та общество ĕçĕнчен пăрăнмасть.

— Эпĕ суйлава хутшăнса хамăн гражданла тивĕçе пурнăçларăм. Çынсене пурне те хăйсен суйлав правипе усă курма, тивĕçлĕ кандидатсемшĕн сасăлама чĕнетĕп. Шăпах вĕсем пĕрле çанă тавăрса ĕçлесе хамăрăн кăçал 100 çул тултарнă юратнă республикăмăра, района, яла аталантарма пултарĕç,- терĕ вăл.

Катерина Кедрова, Денис Московский, Анна Сардаева вара суйлава пĕрремĕш хут хутшăнаççĕ.
Кунтах сăнавçăсем сасăлав мĕнле иртнине тĕплĕн пăхса, сăнаса тăраççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code